Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивви çӗннине чăрмантармасть

Хула çывăхӗнчи Атăлта шыва кӗме юрамасть, çанталăк ăшă тăнипе пăр чăтмасса пултарать теççӗ, çавăнпа Поволжски поселокне çитиех каясшăн-ха, – терӗм хам та кӳрше куç хӗссе.

Эпир Кăшарни кунӗнче кăнтăрла иртсен купăс, чăваш тумӗсем илсе тухнине кура, подъезд айккипеле ларса тухнă сакă якатакан карчăксем:  
– Ăçта кайма тухнă эсир каллех? Концерт лартма-и?  – тесе кăсăкланчӗç.
Эпир хуравлама та ӗлкӗреймерӗмӗр, пире хирӗç туя çине таянса, кăштăртатса пыракан 83-ри Иван мучи, шӳтлеме юратаканскер, мана алă парса куç хӗсрӗ те кинемисене хирӗç хаплаттарса та хучӗ:
– Паян Кăшарни вӗт, шыва кӗме каяççӗ пуль! Вăн, тумтир те улăштармалăх илнӗ, хуткупăсӗ те аллинче, савăнăçлă кӗвӗ каласа, юрă-ташăпа «моржсене» вакка чăмтарма...
– Чăнах-и? – куçӗсене чарсах пирӗн çине пăхаççӗ лешсем.
Мӗн тăвас, мӗн калас? Шӳте тăсас-ши мучие юраса?
– Çапла, çапла çав! Хула çывăхӗнчи Атăлта шыва кӗме юрамасть, çанталăк ăшă тăнипе пăр чăтмасса пултарать теççӗ, çавăнпа Поволжски поселокне çитиех каясшăн-ха, – терӗм хам та кӳрше куç хӗссе.
Татах та юптарса калаçаттăмăр пулӗ, пире илсе кайма килӗшнӗ юлташ хăйӗн машинипе персе çитрӗ. Лартăмăр меллӗн кăна майлашăнса мăшăрпа. Анчах темшӗн машина, пире килӗштермерӗ-ши, каялла чакасшăн мар, хăвăртлăхне улăштаракан рычагне унталла-кунталла куçарать юлташ – аран-аран каялла парса вырăнтан тапранчӗ. Пыратпăр хайхи. Хирӗç тепӗр машина килет, правилăпа пирӗн ăна çул памалла. Чарчӗ те – каллех каялла параймасть машинине пирӗн водитель. Хирӗç килекенни сигнал пачӗ-пачӗ те, ăнланчӗ пулас пирӗн машина çӗмрӗлнине, хăйех чакса, пире ирттерсе ячӗ.
– Тăванăм, эпир капла санпа çитсе килейместпӗр вӗт Поволжскине, атя манăн машинапа каятпăр, 50 ытла çухрăма кайса килесси – шӳт туни мар, – тетӗп.
Чăнахах ӗнтӗ, çӗмрӗк машинăпа кам ухмахӗ çула тухтăр? Юрать-ха, пирӗн машина умрах ларать. Ӗнер дачăран каçа юлса килнипе, гаража кайса лартма ӳркентӗм. Куçса лартăмăр та пурте, вӗçтертӗмӗр хулари Комсомольски районне кӗрекен Поволжски поселокне.
20 çул каялла çак поселокри 25-мӗш шкулта кунти хастар чăвашсем музей уçнă. Пуçарса яраканни çак шкулта кружоксем ертсе пыракан вӗрентекен, хушма вӗрентӳ педагогӗ теççӗ вӗсене, Нина Кузьминична Жирнова. Мăшăрӗпе пӗр шухăшлă пулса пулăшаканӗ –  Александр Иванович Жирнов, вăл та çак шкулта физкультура урокӗсене ертсе пырать.
Жирновсем каласа панă тăрăх, ялсенчи çамрăксем ашшӗ лартнă кивӗ йывăç çуртсене пăсса çӗнӗ чул çуртсем тума тытăннă, ашшӗ-амăшсем усă курнă ӗлӗкхи ӗç хатӗрӗсене, ытти япаласене пӗтӗмпех урама кăларса ывăтма пуçланă. Çакна курнăран чӗри ыратма пуçланă Нина Кузьминичнăн. Жирновсем кашнинче тăван ялне, Самар облаçӗнчи Кошки районне кӗрекен Кивӗ Макçăмьеле, каймассерен хăйсен çăмăл машинипе мӗн-тӗр тупса илсе килме тытăннă.
– Çав çулсенче хăшӗ-пӗри пире Н.В.Гоголь çырнă «Мертвые души» кӗнекери Плюшкин персонаж пекех тесе шутларӗ пуль, анчах эпир пӗр пуçăннă ӗçе пăрахма шутламан та. Пир тӗртмелли станока салатса, машинан çӳлти багажникне çыхса хурса илсе килтӗмӗр, – терӗ мана Александр Иванович. Ытти капмар япаласене те вăй хумасăр турттарман, паллах.
«Епле те пулин музей уçасчӗ», – канăç паман вӗсене çак тӗллев. Çак шухăшпа Нина Кузьминична хăйсем ӗçлекен шкулăн директорӗпе канашланă. Директор Р.Г.Ливадченко унăн шухăшне ырланă, музей валли пӗр пушă пӳлӗм уйăрса пама пӗр иккӗленмесӗр килӗшнӗ. Ăна «Атăлçи халăхӗсен музейӗ» теме йышăннă. Чăннипе вара унта чăваш ялӗсенчен пухнă экспонатсем. Каярахпа çак шкултах тата тепӗр музей уçăлнă, вăл та чăваш музейӗ. Ăна йӗркелесе яраканӗ кунта ӗçлекен вӗрентекен, Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗн правлени пайташӗ Людмила Сибулатова.
Директор учительсене, вӗренекенсене, вӗсен ашшӗ-амăшӗсене те  пулăшма хутшăнтарнă. Жирновсем чун-чӗререн тав тăваççӗ ăна. Ӗçсем те кал-кал кайнă, экспонатсем те нумайланса пынă. Питӗ сайра тӗл пулакан ӗлӗкхи япаласем те пур, ӗç хатӗрӗсем, авалхи кил-çуртри сӗтел-пукансем... Кружока çӳрекен ачасем питӗ хастар хутшăнаççӗ экспонатсем пухас ӗçе те, вӗсене вырнаçтарнă чухне те, музейри экспонатсен каталогне тунă çӗре те. Музейре экскурсисем ирттерме тытăнаççӗ, Нина Кузьминична кăна мар, ачасем те хутшăнаççӗ унта. Музей курма килекенсем тав тăваççӗ вӗсене. «Сӗнӳ кӗнекинче» пӗр ӳпкелешнӗ сăмах та çук.
Музее уçнăранпа 20 çул иртрӗ. Уçнă самантра эпӗ те унта пулнăран астăватăп-ха, самаях пысăк класс пӳлӗмӗнче нумаях марччӗ ӗлӗк-авалхи япаласем. Апла пулсан та пурте питӗ савăнса пăхса çаврăннăччӗ мӗн пуррине, йӗркелӳçӗсен хастарлăхне кура малашне экспонатсем нумайланасса шансах тăнине палăртнăччӗ. Пултаруллă Жирновсем, вӗсене пулăшакансем пирӗн шанчăка тивӗçлипех пурнăçларӗç. Мӗн кăна çук халь музейре? Ура пусма вырăн çук тесен те суя мар. Тӗрлӗ музейсен хушшинчи конкурссене хутшăнса дипломсем, Тав, Хисеп хучӗсем илме тивӗçлӗ пулнă вӗсем. Икӗ теçетке çул хушши тăрăшса ӗçленине пӗтӗмлетӳ тăвас шухăшпа ӗнтӗ пирвайхи музее йӗркелекенсем ятарласах Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗн правлени пайташӗсене, активистсене, хулари пур чăваш ансамблӗсене те йыхрав ячӗç, поселокри чăвашсене систерчӗç. Экскурсине килекенсем валлиех девиз та шутласа кăларнă: «Упрар киввине – вăл çӗннине чăрмантармӗ».
Ушкăн-ушкăнпа икӗ музейӗнче те экскурсире пулнă халăх шкулти акт залӗнче савăнăçлă концерт курма пухăнчӗ.
Концерт программине ертсе пыракан Елена Биктимиркина чи малтан         Тольяттири чăваш   наципе культура автономийӗн правлени председательне Александр Бикмурзина сăмах пачӗ. Вăл музей юбилейӗпе пурне те саламларӗ, унта хастар ӗçлекенсене Тав хучӗпе чысларӗ.
– Мӗншӗн пире музей кирлӗ? Мӗншӗн тесен эпир кунта кăна ӗлӗк-авалхи çынсем мӗнле ӗç хатӗрӗсемпе, хальхипе танлаштарсан техника тӗлӗшӗнчен епле айван инструментсемпе ӗçленине курма пултаратпăр. Пире, хальхи тата пулас ăрăва кирлех аваллăх музейӗ! – терӗ автономи ертӳçи.
Нина Кузьминична та сăмах каларӗ, музей йӗркелес енӗпе малтанхи вăхăтра мӗнле йывăрлăхсем, чăрмавсем пулнине аса илчӗ, ӗçре пулăшакансене тав турӗ.
Концерта хулари «Шанчăк» (ертӳçи Н.Панфиленко), «Телей» (ертӳçи А.Мураткина), «Шурăмпуç» (ертӳçи Л.Сибулатова), «Хӗлхем» (ертӳçи В.Левуков) тата «Çăлкуç» (ертӳçи Е.Биктимиркина) ансамбльсем хутшăнчӗç. Авалхи пурнăçпа çыхăннă юрăсене юрлама тăрăшрӗç вӗсем.
Питӗ кăмăллă пулчӗç куракансем те, юрлакансем те, уйрăмах музейпе тӳрремӗн çыхăннă çынсем. Пурте вӗсене малашне те хастар ӗçлеме, музей ӗçне тата та аталантарма хавхалантарчӗç.
Хаваслă музей юбилейӗ пӗрле тăрса сăн ӳкерӗннипе тата сӗтел хушшине ларса чейпе сăйланнипе вӗçленчӗ.
Тӗттӗмленсен çеç таврăнтăмăр киле. Тепӗр кунне урама тухнă-тухманах халап çапакан кӳршӗ карчăкӗсем хупăрласа илчӗç мана, тӗпчеççӗ:
– Атăлта шыва кӗтӗр-и? Шăнмарăр-и?
– Каккуй унта шăнма? Чăм тара ӳкиччен ташларăмăр, юрларăмăр Поволжскири музей юбилейӗнче! – тесе йăл кулса иртсе кайрăм вӗсен умӗнчен.
Владимир ЛЕВУКОВ,
Тольятти хули.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X