Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Клемтел вăл – патша парни

Клемтел ялӗ авал пуçланса кайнине кивӗ масарти чул палăксенчен курăнать

Эпир виçӗм çул ял пухăвӗнче хамăрăн кивӗ масарти тӗп асаттен Клементейӗн вилтăпри палăкне çӗнетсе унчченхи евӗр чул палăк лартма калаçса татăлнăччӗ. Пӗлтӗр июнӗн 6-мӗшӗнче ăна уçрăмăр. Çумне унчченхи чулпалăк ванчăкне те вырнаçтарнă, унта та руна çырулăхӗн паллисем сыхланса юлнă.
Эпир авалхи чăн чăвашсем (чăваш тӗнӗпе пурăнакансем). Кашни халăхăн, ялăн, хулан историйӗ пур. Манăн та хамăр ялăн историне ваттисем каласа хăварнă тăрăх хам мӗн пӗлнине, илтнине çырса хăварас килет. Хам 72 çул тултарсан хамăр ял, йăли-йӗркисем çинчен пӗчӗк кӗнеке çырнăччӗ. Кăçал эпӗ сакăр вун виççӗпе пыратăп. Çынсен хамăр ял ăçтан пуçланса кайнине пӗлесси килет. Камсем-ши эпир? Ăçтан килсе лекнӗ-ши çак сăрт-туллă, вăрманлă вырăна? Хăçан, хăш ӗмӗрте пулнă-ши? Пирӗн Элмет районӗнче чăвашсем пит сахал вӗт.

Аттесем, мучисем каçсерен пӗрле пухăнса калаçса ларнине эпир вак-шӗкӗрсем кăмака çин- че итлесе лараттăмăр. Ваттисем каласа хăварнă тăрăх, Клемтел ялне пуçласа яраканӗ паттăр салтак Клементей ятлă пулнă тетчӗç. Çапăçу вăхăтӗнче пат- ша çарне тăшман унка илсен, Клементей хăйӗн салтакӗсемпе патшана пултарулăхпа, чеелӗхӗпе хăтарса хăварнă пулать. Çакăн пек паттăрлăхшăн патша Клементее пысăк лаптăк çӗр парнеленӗ. Çӗрӗ чăнах та пысăк, сӗм вăрманлă,шыв-шурлă, çын пурăнман вырăн пулнă. Çак çӗр çине Клементей хăйӗн икӗ тăванӗпе, Серенпе тата Ереçпе, чăваш çӗрӗнчен куçса килсе тӗпленнӗ.

 

Çак ӗç хăш вăрçăра пулнине, ваттисем тӗплӗн пӗлместчӗç.Эпӗ историпе çырнă кӗнекесенче нумай шырарăм, анчах патша тăшман аллине лекнине тупаймарăм. Анчах «История родного края» кӗнекере çакăн пек çырни пур: «Во время сра-жения с Улу Мухаммед (Золотая Орда) дружина князя Великого Василия попала в окружение в Курмыше (ныне Чебоксарского района Республики Чувашия) в 1445 году во время нашествия татаро-монгольского ига». Клементей çак çапăçура паттăррăн çапăçни тата Василий кнеçе (ун чух кнеçсене патша тесе шутланă) тăшман аллинчен хăтарни тӗрӗс пулма пултарать.

Пирӗн ял пит авал пуçланса кайнине кивӗ масар çинчи вилтăпри палăкӗсенчен те чухламапулать. Вăл палăксем çав тери пысăк. Вӗсем çине авалхи руна çырулăхӗн паллисемпе çырнисем пур. Çав аваллăха шыраса килнӗ Шупашкарти истори институчӗн çыннисем пирӗн авалхи масартан Клементей вилтăприйӗ çинчи палăка илсе кайнă. Халӗ çав палăк (1-мӗш
сăнӳкерӗк) Шупашкарти тавра пӗлӳ музейӗнче упранать.
Хардилет КУЧЕЕВА.Элмет районӗ, Клемтел ялӗ. (М.Игнатьева тата Э.Харрисова сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев