Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

"Кӗмӗл сасă 2021" çӗнтерӳçисем паллă

"Кĕмĕл сасă" - 2021" фестиваль-конкурсӑн гран-прине Патӑрьел районӗнчи Алексей Казанцев çӗнсе илнӗ

Апрелӗн 24-мӗшӗнче Çеçпӗл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Тĕнчери чăваш эстрада юррисен XXII "Кĕмĕл сасă" - 2021" конкурс иртнӗ.

ЧНК пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх конкурса Пушкăртстан, Тутарстан, Чӗмпӗр, Ленинград Тюмень тата Чăваш республики тăрăхӗсенчен 18 çамрăк юрăçă хутшăннă.

Вӗсене сумлă жюри хакланă: Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Смирнова, Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина, Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫи Людмила Павлова, Чӑваш халӑх артисчӗ, оперӑпа балет театрӗн директорӗ Валерий Клементьев, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин тухтӑр, ЧНК Ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Павел Вязов тата Чӑваш эстрада юрӑҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Алина Федорова.

"Кĕмĕл сасă" - 2021" фестиваль-конкурсӑн гран-прине Патӑрьел районӗнчи Алексей Казанцев çӗнсе илнӗ.

Пӗрремӗш вырӑна Питӗр хулинчен килнӗ Марина Кириллова тухнă.

Иккӗмӗш вырӑна Тутарстан чӑвашӗсемшӗн тупӑшнӑ Валерия Юманова тивӗҫнӗ.

Виҫҫӗмӗш сумлӑ вырӑна Чӗмпӗр хӗрӗ Мария Ямшикова, Шупашкар хӗрӗ Анастасия Кириллова, Куславкка пики Дарья  Мранькова тата Элӗк каччи Сергей Иванов пайланă.

"Чи çепӗç саслӑ юрӑç" номинацире Шупашкар районӗнчи Тимофей Тумаков çӗнтернӗ.

Куракансем килӗштернӗ юрӑç ята Самар облаçӗнчен килнӗ Софья Бурмистрова тивӗçнӗ.

Пушкӑрт Республикин пики Ляйсан Федорова хӑйне евӗр ӑста юрлакан юрӑç ятне тивӗçнӗ.

ЧНК пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев