Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

«Kӗмӗл сасă 2022» конкурс çӗнтерӳçисем паллă

"Кĕмĕл сасă" - 2022" фестиваль-конкурсӑн гран-прине Пушкӑрт Республикинчи Çтерлĕ хулинчен килнӗ Кристина Суслова «Пӗрле ялан» юрӑпа ҫӗнсе илнӗ

Апрелӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ çамрăксен театрӗнче «Kӗмӗл сасă 2022» эстрада юррисен пӗтӗм Раççейри 23-мӗш конкурсӗн финалӗ иртрӗ. ЧНК пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх конкурса Питӗр, Чӗмпӗр, Пенза хулисенчен, Самар облаçӗнчен, Тутарстан, Пушкăрт, Чăваш республикисенчен 19 каччăпа хӗр хутшăннă.

"Кĕмĕл сасă" - 2022" фестиваль-конкурсӑн гран-прине Пушкӑрт Республикинчи Çтерлĕ хулинчен килнӗ Кристина Суслова «Пӗрле ялан» юрӑпа ҫӗнсе илнӗ.

1-мӗш вырӑн Елчӗк районӗнчи Георгий Смирнов «Пар лашапала» чăваш халăх юррипе йышӑннӑ;

2-мӗш вырăна Йĕпреç районĕнчи Лев Плотников
«Хурлӑхан» юрӑпа тивӗҫнӗ.

3-мӗш вырӑна Канаш районӗн хӗрӗ Ангелина Антонова («Чӑваш ачине»), Шупашкар пики Диана Молярова («Эс ӗмӗтлен») тата Чӗмпӗртен килнӗ Мария Ямщикова («Эпӗ ӗмӗтлентӗм») хӑйсем хушшинче пайланӑ.

«Хăйне евěр ăста юрлакан юрăç» — Наталия Петрова (Муркаш районĕ);

«Куракансем килěштернě юрăç» — Кристина Суслова (Пушкăрт Республики);

«Чи çепěç сасăллă юрăç» — Василиса Павлова (Шăмăршă районĕ);

Ушкӑнпа юрласа çěнтернě пикесем Кристина Сусловăпа Диана Макеева «Сик-тух» чăваш халăхěн юррипе куракансене савăнтанӑ (Пушкăрт Республики, Çтерлĕ хули).

Ушкӑнпа юрласа иккӗмӗш вырӑна тухнă маттур юрăçсем Сергей Иванов, Людмила Засыпкина тата Людмила Андреева – (Чăваш Республики, Элĕк районĕ).

Ушкӑнпа юрласа виççӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ хӗрсем Анна Кузнецова, Кристина Федорова, Оксана Прокопьева, Светлана Бахтинова (Чěмпěр облаçě).

ЧНК пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев