Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Кӗмӗл сасă – 2024» фестиваль-конкурса Тутарстанри чăваш çамрăкӗсем те хутшăннă

Апрелӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Чăваш эстрада юррисен Пӗтӗм Раççейри XXV фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.

Унта Чăваш Ен, Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчи, Ульяновск, Саратов, Пенза облаçӗсенчи чăваш юрăçисем хутшăннă. Пурӗ 14 уйрăм юрлаканпа 7 ансамбль хăйсен пултарулăхне кăтартнă К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн сцени çинче. 


«Кӗмӗл сасӑ — 2024» конкурс-фестиваль çӗнтерӳçисемпе паллаштаратпăр сире.


3-мӗш степеньлӗ лауреатсем:


— Максим Новиков (Тутарстан Республики); 


— «Мерчен» фольклор ушкăнӗ (Ульяновск облаçӗ); 


— «Каскад» юрӑ ансамблӗ (Тутарстан Республики, Пӑва районӗ). 


2-мӗш степеньлӗ лауреатсем: 


— Антон Иванов (Пушкӑртстан Республики); 


— «Икӗ Марье» дуэт — Мария Овечкина тата Мария Чолак (Пенза облаçӗ). 


1-мӗш степеньлӗ лауреатсем: 


— Александра Шевнина (Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗ); 


— Анна Алвандян тата Инесса Шашкина дуэчӗ (Элӗк округӗ); 


Саратов облаçӗнчен килнӗ Виктория Ендягина 1-мӗш степеньлӗ дипломант пулса тăнă.


Пушкӑрт Республикинчен килнӗ Марина Васильева «Кӗмӗл сасӑ — 2024» конкурсӑн Гран-прине тивӗçнӗ, çӗнтерӳçӗ пулса тăнă. 


Йӗпреç каччи Пётр Ильин Чӑваш çамрӑкӗсен «Хастар» ушкӑнӗн парнине тивӗçнӗ. 


Николай Ильин (Йӗпреç тӑрӑхӗ) «Куракансем кӑмӑлланӑ юрăç» хисеплӗ ята тивӗçнӗ.


Чăваш наци конгресӗн пресс-службин материалӗсем тăрăх.


Сăнӳкерчӗксем ЧНК пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс