Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗмӗл сасăллă юрăçсем пушă залра ăмăртӗç

Конкурс чӳкĕн (ноябрь) 14-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш çамрăксен театрĕнче 13.00 сехетре пуçланать

Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта Тĕнчери чăваш эстрада юррисен XXI «Кĕмĕл сасă — 2020» фестиваль-конкурсĕ иртесси çинчен пӗлтерет Чăваш наци конгресӗн пресс-служби.

 «Кĕмĕл сасă» конкурс Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе çулсерен пултаруллă, юрлама ăста çамрăксене пуçтарать. Анчах эпир ăна кашни çулах çынсем каланине шута илсе, сĕнӳ-канашсене тĕпе хурса çĕнĕлĕхсемпе пуянлатса, улшăнусем кĕртсе пыратпăр.

Тĕп тĕллев вăл, паллах, тăван культурăна, тăван чĕлхене упраса хăварасси, аталантарасси. Кăçал çуркунне ирттерме палăртнă, хатĕрленсе çитнĕ конкурса коронавирус хăрушлăхне пула йĕркелеме май килмерĕ. Анчах та ăмăртăва хутшăнас кăмăллă çамрăксем ыйтнипе, Роспотребнадзор канаш панипе йăлана кĕнĕ фестивале кăçал чӳк уйăхĕнче куракансемсĕр ирттерме шутларăмăр. Жюри тимлĕн итлесе, баллсене шутласа чи пултаруллисене палăртĕ, сумлă парнесемпе тата дипломсемпе чыслĕ. Пултарулăх тупăшăвне çирĕме яхăн уйрăм тата ушкăнпа юрлакан çамрăк хутшăнĕ. Тутарстан, Пушкăртстан, Питĕр тăрăхĕсенчен тата хамăр республикăран юрлас ăсталăхне кăтартса тупăшма хатĕр.

Вăхăт кăшт пур, тен тата ытти регионсенчен, Чăваш Ен районĕсенчен чăваш ывăл-хĕрĕ килĕ. Вĕсен вара хутшăнас кăмăллине ыйтса çырса документсене congress21@mai.ru конгресс эл. адресĕпе ярса памалла.

Раççей регионĕсенче пурăнакан йăхташăмăрсем Чăваш Ене килни — пирĕншĕн яланах пысăк уяв. Çакнашкал мероприятисем халăха пĕрлештереççĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов каланă пек пĕрлĕхре вăй!

Конкурс чӳкĕн (ноябрь) 14-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш çамрăксен театрĕнче 13.00 сехетре пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев