Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене тӳлевсӗр вӗри апатпа тивӗçтерӗç

  Тутарстанра шкулсенчи апатлантару вырӑнӗсене мӗнлерех модернизацилемеллине палӑртаҫҫӗ

  Тутарстанра шкулсенчи апатлантару вырӑнӗсене мӗнлерех модернизацилемеллине палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ: "Ҫӗнетӗвӗн ҫул карттине пурӗ 217 шкул кӗреҫҫӗ. Хальзи вӑхӑтра республикӑри мӗн пур муниципаллӑ йӗркеленӳпе, Роспотребнадзорпа, Строительство министерствипе согласовани иртетпӗр. Пищеблоксенчи условисене лайӑхлатас тесе оборудование ҫӗнетеҫҫӗ, вак ремонт пырать, перепланировка. Анчах реконструкцисӗр. Реконструкци валли пысӑк укҫа кирлӗ тата согласовани иртме нумай вӑхӑт каять. Ун валли эпир ҫӗнӗ программа хатӗрлетпӗр".

Хадиуллин сӑмахӗсемпе, Тутарстанри 1403 шкулта 1763 пищеблок пур. 2020-2021 вӗренӳ ҫулӗнче 1-4 классенче вӗренекенсен шучӗ республикӑра 210 пин ача.

Вӗрентӳпе наука министрӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пуҫламаш классенче вӗренекенсем валли тӳлевсӗр вӗри апат йӗркелеме инфраструктура хатӗрлес тесе шкулсенчи пищеблоксенчи оборудованин инвентаризацине ирттернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев