Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КӖНЕКЕ КĂНА МАР – СПРАВОЧНИК

Çӗнӗ çул умӗн те Альберт Миронович ачасемпе тӗл пулнине пӗлтерчӗ. Хӗллехи вăхăтра вӗçен кайăксене апат парса пулăшчăр, популяцине сыхласа хăварччăр тесе ятарласа хăй ăсталанă икӗ сырăш парнеленӗ кăна мар, ачасемпе пӗрле шкул картишне çакнă, апатне вара (тырă, типӗтнӗ пилеш çырлине тата ыттине) хăйпе пӗрлех илсе килнӗ.

Пирӗн штатра тăман авторăмăр Альберт Миронович Кольцов хăй пурăнакан Аслă Кабан (Лайăш районӗ) ялӗн шкулӗнче тăтăш хăна пулнинчен тӗлӗнмелли çук. Пӗрремӗшӗнчен, вырăнти совхоз директорӗн строительство енӗпе çумӗнче ӗçленӗ чух шкул строительствине ертсе пынă вăл, иккӗмӗшӗнчен, çав вăхăтранпах шкул коллективӗпе тачă çыхăну тытать, 1995 çултан пуçласа 2020 çулччен ачасемпе пӗрле районти «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва хутшăннă.

–1995 çулта шкул коллективӗ ачасемпе пӗрле районти йӗлтӗр ăмăртăвне хутшăнма сӗнсен – килӗшрӗм. Вăхăтӗнче йӗлтӗр спорчӗн I разрядлă спортсменӗ пулнă эпӗ. «Раççей йӗлтӗр йӗрӗн» пӗрремӗш ăмăртăвӗнчех аслă çултисен хушшинче финиша иккӗмӗш çитрӗм. Ун хыççăн пӗр çул та юлман. 24 çул хушшинче 11 хутчен малти вырăнсене йышăнтăм, 4 хутчен «Ăмăртăвăн чи аслă спортсменӗ» пултăм. Наградăсене пурне те упратăп, вӗсене ачасемпе мăнукăмсем пăхса савăнаççӗ халӗ, – шкулпа çыхăну мӗнле пуçланнине аса илет Альберт Миронович.
Ачасемпе тӗл пулма яланах хавас вăл. Таврапӗлӳ кружокӗн ертӳçи Гульсина Фагимовна Нигматзяновăпа пӗрле ачасемпе тӗлпулусем час-часах йӗркелеççӗ. Ентешӗмӗр ачасене вырăнти кайăксемпе паллаштарать.
 – Альберт Миронович темиçе кӗнеке авторӗ. Нумай пулмасть тухнă вӗçен кайăксем çинчен кӗнеки пире уйрăмах кăсăклантарчӗ. Мӗншӗн тесен вăл пирӗн таврари вӗçен кайăксен справочникӗ пекех. Хам эпӗ вӗçен кайăксен темипе иртекен уроксенче яланах çак кӗнекепе усă куратăп. Хамăр тавралăхри вӗçен кайăксем çинчен çырнине тимлесе итлеççӗ ачасем, авторăн ӳкерчӗкӗсене кăсăкланса пăхаççӗ. Тӗслӗхрен, пурте лайăх паллакан çерçи çинчен мӗн чухлӗ пӗлменни иккен! Ку кӗнекере эпир пахчара е урамра тăтăш куракан, анчах вӗсем çинчен нихçан та илтмен вӗçен кайăксем çинчен интересленсе вулатпăр. Биологи учителӗ Лариса Борисовна Афанасьева та хăйӗн урокӗсенче çак кӗнекепе анлă усă курать. Пуçламăш классен учителӗсем вара ачасене тăван тавралăх урокӗсенче вӗçен кайăксемпе çак кӗнеке тăрăх паллаштараççӗ, – пӗлтерет Гульсина Фагимовна Нигматзянова А.Кольцовăн «Птицы нашего края» кӗнеки вӗрентӳре мӗнле вырăн йышăннине палăртса.
– 1999 çулта пенсие тухсан тата 6 çул ӗçлерӗм-ха. Çав вăхăтрах район, республика хаçачӗсене вăрçă ветеранӗсем, хамăр тăрăхри вӗçен кайăксем çинчен статьясем çырма тытăнтăм. Вӗсене тирпейлӗн пуçтарса пытăм. 2018 çулта апрель уйăхӗнче шкула кайсан тăван чӗлхе учителӗпе Гульсина Фагимовна Нигматзяновăпа тата биологи учителӗпе Лариса Борисовна Афанасьевăпа ăшă енчен вӗçсе килнӗ вӗçен кайăксем пирки сăмах пуçартăм. Аслă пичче Анатолий сӗннипе эпӗ кӗçӗн классенченех дневник илсе пынине, унта вӗçен кайăксем хăçан вӗçсе килнине, хăçан вӗçсе кайнине палăртса пынине каласа патăм. Учительсем мана хамăр тăрăхри кайăксем пирки пӗр пӗчӗк кӗнеке те пулсан кирлине каларӗç. Кун хыççăн район, республика хаçачӗсенче тухнă статьясемсӗр пуçне вӗçен кайăксем пирки тата материал пухма тытăнтăм. Хамăн ентешпе, Раççей тава тивӗçлӗ вăрманçипе В.В. Филипповпа паллашрăм. Вăл кайăк тӗнчине çав тери лайăх пӗлетчӗ. Тыткаларăшне, мӗнле кайăк, мӗнле вăрмана килӗштернине каласа паратчӗ. Çапла майпа 2020 çул тӗлне эпӗ хамăр тăрăхри 59 тӗрлӗ вӗçен кайăкпа 45 тӗрлӗ килти хур-кăвакал, чăх-чӗп çинчен материал пухса Шупашкарти «Новое время» типографире «Птицы нашего края» кӗнекене 120 экземплярпа пичетлесе кăлартăм, – тăсăлать малалла калаçу.
Çак кӗнеки тухнăранпа А.Кольцовпа шкул коллективӗн туслăхӗ тата çирӗпленнӗ. Учительсемпе пӗрле вăл халь тӗрлӗ класс ачисемпе уроксем ирттерет.
– Кӗнеке авторӗ пулнă май ачасене хаваспах вӗçен кайăксем çинчен каласа паратăп. Хӗллехи вăхăтра вӗсене çитерессине мӗнле йӗркелемеллине, мӗн çитермеллине вӗрентетӗп. Хамăн кӗнеке шкул ачисен вӗренӗвӗнче çав тери пулăшасса шанатăп, – тет вăл кӗнекен кирлӗлӗхне палăртса.
Çак кунсенче те Альберт Миронович ачасемпе тӗл пулнине пӗлтерчӗ.  Хӗллехи вăхăтра вӗçен кайăксене апат парса пулăшчăр, популяцине сыхласа хăварччăр тесе ятарласа хăй ăсталанă икӗ сырăш парнеленӗ кăна мар, ачасемпе пӗрле шкул картишне çакнă, апатне вара (тырă, типӗтнӗ пилеш çырлине тата ыттине) хăйпе пӗрлех илсе килнӗ. (Г.Нигматзянова сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество