Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑнна Кушкинче паян Чӳклеме

Пултарулӑх енӗпе те, капӑр сцена тумӗсемпе те теччӗсем тахҫанах республика шайӗнчи уяв ирттерме пултараҫҫӗ

Кăнна-Кушкисем Чÿклемере Наталья Володина ÿкернĕ ял панорамине те курĕç.

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче пысăк уяв - «Чӳклеме» ирттереҫҫӗ. Чÿклемене хутшăнма Чăваш Енрен пысӑк делегаци килет. Хӑнасен шутĕнче Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров та.

Ӗнер ЧНК çуртне çав сăлттавпах патшалăх тата общество деятелĕ Наталья Ивановна Володина кĕрсе тухнӑ. Вăл Кăнна Кушки çыннисене уявпа парне парса яма кăмăл тунă. Пĕлтĕр ку сăваплă ялта Чăваш Ен хĕрарăм-художниксен пленэрĕ иртнĕ. Унта Наталья Ивановна Кăнна Кушки ял панорамине сăнÿкерчĕкре сăнланă. Çак паннона вăл кăмăлтан Яковлев ентешĕсене парнелеме шутланă.

ЧР культура министрӗ пулса ӗҫленӗ Наталья Ивановна конгресс çурчĕпе те паллашнӑ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлнӗ.

Культурӑна аталантарас тӗлӗшӗнчен Теччӗ районӗнчи чӑвашсем аван ӗҫлеҫҫӗ. Пултарулӑх енӗпе те, капӑр сцена тумӗсемпе те тахҫанах республика шайӗнчи уяв ирттерме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем патне йышлӑ хӑна килет те.

Паянхи Уяв программинче Теччӗ, Пӑва, Ҫӗпрел районӗсен, Хусанӑн, Чӑваш Республикин юрӑ-ташӑ коллективӗсен мешехисӗр пуҫне  халӑх апат-ҫимӗҫӗн конкурсӗ пулать тата килти сӑра фестивалӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Сӗрӗ лайах,кӑмӑллӑ уяв