Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑнтӑр Кавказра вӑрҫӑ хускалма пултарать

Ҫапах тӗнчери пысӑк ҫӗршывсен элчисем лӑпланма ыйтаҫҫӗ пулсан та, енсем пеме чарӑнса мирлӗ калаҫӑва пуҫлама васкамаҫҫӗ-ха

Ту ҫи Карабахра Арменипе Азербайджан хушшинчи хирӗҫтӑру чӑн-чӑн вӑрҫӑ вутне ҫӗклеме пултарать. Икӗ ен те ҫар мобилизацине пуҫланӑ. Сентябрӗн 27-мӗшӗнче ирхине хирӗҫекенсем пӗр-пӗрне пеме пуҫланӑ.

Армян енӗ 22 танк, 18 беспилотник, 15 зенитка комплексне ҫухатнӑ тесе ӗнентереҫҫӗ Бакура. Маларах Ереван Ащербайджанӑн 200 салтакне вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн Ащербайджанӑн Оборона министерстви 550 Армени салтакне тӗп туни ҫинчен хыпарланӑ. Хӑйсен салтакӗсене ҫухатни пирки ведомствора информацие уҫӑмлатман. Ереванра та Ащербайджанӑн бронетехникине, 20 беспилотникне персе антарни ҫинчен хыпарланӑ. Ку кӑтартусем тӗрӗс пулнине те, тӗрӗсмаррине те эпир ҫирӗплетейместпӗр. Ҫапах информаци вӑрҫинче те кӗрешекенсем пуррине палӑртса хӑвармаллах
Армянсем азербайджансене Турци пулӑшать тесе шутлаҫҫӗ, вӗсем тепӗр енчен хӑйсем ҫине турккӑсем тапӑнасран хӑраҫҫӗ. Кунта шӑпах ОДКБ килӗшӗвӗ тӑрӑх, Армени ҫине тапӑнсан, Раҫҫей ун майлӑ вӑрҫа хутшӑнасси ҫинчен аса илме вӑхӑт. Ку чӑнах та ҫапла, Арменири Гюмрире пирӗн ҫар бази пулман пулсан, тен армянсене тӑшманӗсем пӑхӑнтарнӑ та пулӗччӗҫ. Анчах, унта ытларах армянсем пурӑнсан та, Карабах территорийӗ де юре Азербайджан ҫӗрӗ шутланать. Ҫавӑнпа та ӑна халӑхсем хушшинчи законодательствопа Армени территорийӗ теме ҫук.
Ку проблема СССР вӑйсӑрланса арканас умӗнех пулнӑ. 1986 ҫулхи Спитакри ҫӗр чӗтревӗ ҫеҫ ун вӑхӑтне каяраха куҫарать. 1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Ту ҫи Карабахра референдум ирттерсе Азербайджанран тухма йышӑнаҫҫӗ. Азербайджан ҫакна Армени йӗркеленӗ тесе айӑплать кӳршине. Карабахра тупӑ сасси илтӗнме тытӑнать. Ун чухнехи хӗҫпӑшаллӑ хирӗҫтӑрура Армени вӑйлӑрах пулса Азербайджан ҫарӗсене каялла чактарать. Ҫапла ытти ҫӗршывсем йышӑнма васкаман Ту ҫи Карабах республикине йӗркелесе яраҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Азербайджанӑн ҫар хӑвачӗ Армениринчен самай ирттерет. Экономика тӗлӗшӗнчен те икӗ республика хыснисене танлаштарма ҫук. Ҫапах енсем пеме чарӑнса мирлӗ калаҫӑва пуҫлама васкамаҫҫӗ-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев