Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОЛЯ ПИРӖНПЕ ЮНАШАР…

Пӗлӳ кунӗнче кăçал сар хӗвел ачасене ăшшăн çупăрласа савăнăç парнелерӗ, аслисем те хавас пулчӗç çутă хӗвеле. Анчах Кайпăç районӗнчи Кӳлпуçӗнчи шкулта çак савăнăç çухату астăвăмӗпе ăмăрланчӗ.

Пӗлӳ кунӗнче кăçал сар хӗвел ачасене ăшшăн çупăрласа савăнăç парнелерӗ, аслисем те хавас пулчӗç çутă хӗвеле. Анчах Кайпăç районӗнчи Кӳлпуçӗнчи шкулта çак савăнăç çухату астăвăмӗпе ăмăрланчӗ.

2022 çулхи февралӗн 24-мӗшӗнчен хуласене, ялсене усал хыпар килсех тăрать: паян пӗр района,  ыран тепӗр района... Кун пеккисем пӗрре те мар, иккӗ те мар. Çав-çавах хăнăхма çук вӗсене, кашнинчех чуна хӳхлеттереççӗ. Кӳлпуçӗнчи Николай Козин 2022 çулхи ноябрӗн 14-мӗшӗнче ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн пуç хунă.

 

 Ашшӗ-амăшӗшӗн, тăванӗсемпе юлташӗсемшӗн, ял-йышшăн Коля паян та сывă. Ăна пурте ырăпа асăнаççӗ. Ялти шкулта кӗçӗн классенче вӗрентнӗ Нина Федоровна Чернова: «Шухă ачаччӗ, ырăччӗ. Шӳтлеме юрататчӗ», – тесе аса илет. 

Кӗçӗн классенчен вӗренсе тухсан Коля Козин Федоровкăри вăтам шкула çӳреме тытăннă. Çӗнӗ класа хăвăрт хăнăхнă вăл, пӗрле вӗренекенсемпе туслашнă, шкул пурнăçне хастар хутшăннă, спорта юратнă. Волейбол, футбол, наци кӗрешӗвӗ – пур çӗрте те çӗнтерме тăрăшнă, час-часах призлă вырăнсем йышăннă. Кунта учительсем Н.Козин лăпкă, тӳрӗ кăмăллă вӗренекен пулнине палăртаççӗ. Юлташӗсемшӗн Коля яланах шанчăклă тус пулнă.

Шкул хыççăн Хусанта строительство колледжӗнче те Николай Козинăн кăмăлӗ улшăнман, çавăн пекех уçă кăмăллă, ырă çын пулса çитӗннӗ. Колледжран вӗренсе тухсанах çар хӗсметне тăнă. Спортпа ачаран туслашни салтак пурнăçӗнче те пулăшнă. Минометсен аслă наводчикӗ пулма çирӗплетнӗ ăна хӗсметре. Малӗмӗтлӗ, тӗрӗслӗхе юратакан, йывăрлăхра юлташӗсене пулăшма васкакан салтака пӗрле хӗсметре тăракансем те, командирсем те хисепленӗ. Совет Союзӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине палăртса ирттернӗ парада та хутшăнма тивӗçнӗ вăл, çакăншăн ăна медальпе наградăланă.

Çар хӗсметӗнчен таврăнсан Николай Козин чуна çывăх ӗç шыранă. Тимӗр бетон изделийӗсем тунă çӗре те кӗрӗшнӗ, Хусанти вертолетсем тăвакан заводра та ӗçлесе пăхнă, анчах чун выртман, килӗшекен ӗç пулман. Апла пулин те çакăнпа çырлахман, кăмăлне каяканнине шыранă. Тупнă та. Кӗперсем тăвакан «Волгодорстрой» тулли мар яваплăхлă обществăра строительство тата монтаж ӗçӗсен мастерне вырнаçнă. Дисциплинăна çирӗп пăхăнакан, кăмăллă, пуçаруллă, пултаруллă çамрăка пуçлăхсем пысăкрах должноçра ӗçлеме малалла вӗрентес кăмăллă пулнă. 

Анчах тулли мар мобилизаци плансене, шухăшсене, ӗмӗтсене татнă. Чун выртнă çӗрте виçӗ уйăх ӗçлеме ӗлкӗрнӗ Николая Хусанти Киров-Мускав районӗн çар комиссариатӗнчен сентябрӗн 22-мӗшӗнче повестка параççӗ. Ятарлă çар операцине кайма ят тухнă çамрăкăн. Козин пӗр саманта та пăрăнса айккинче юлма шутламан. Тăван çӗршыв хушăвне тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланă.

Малтанах «Казань Экспо» курав центрӗнче мобилизаципе пуçтарăннă ытти ентешӗсемпе тăнă, вӗренӳ полигонӗнче пӗр уйăх иртен пуçласа каçчен çар ӗçне хăнăхнă.  Октябрӗн 23-мӗшӗнче «Казань Экспори» мобилизаципе пухăннисене поезд çине лартнă та Воронеж облаçӗнчи Россошь хули çывăхне илсе кайнă. Ноябрӗн 3-мӗшӗнче Луганск Халăх Республикин чиккинчен каçса Сватово – Кременное çулӗ çине тухнă. Николай ашшӗ-амăшӗпе пӗрмай çыхăну тытнă, анчах Луганск çӗрне кӗрсен час-час шăнкăравлама майӗ пулман курăнать. 2022 çулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче юлашки хут çыхăнăва тухнă вăл. Тепӗр кунах, ноябрӗн 14-мӗшӗнче, çапăçура тăшман пульлинчен юлташне хăйӗн ӳчӗпе хупласа çăлса хăварни ывăлӗн пурнăçне татни çинчен каласа панă вӗсене кайран. Тепӗр уйăхран, декабрӗн 15-мӗшӗнче паттăр чăваш каччине тăван ял масарне чыслăн пытарнă. 2023 çулхи февралӗн 20-мӗшӗнче РФ Президенчӗн Указӗпе Николай Иванович Козина Мухтав орденӗпе наградăланă (вилнӗ хыççăн). 

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче Пӗлӳ кунне пухăннисен умӗнче Апас тата Кайпăç районӗсен çар комиссарӗ Наиль Зантимеров Людмила Владимировнăпа Иван Николаевича паттăрла пуç хунă ывăлӗн наградине пачӗ, Тăван çӗршыва юратакан çакăн пек паттăр ывăл çуратса ӳстернӗшӗн тав турӗ. Кайпăç муниципаллă район пуçлăхӗ Альберт Ильгизарович Рахматуллин, ТР Çӗр тата пурлăх хутшăнăвӗсен министрӗ Фаниль Анварович Аглиуллин Козинсене ырă сăмахсем каларӗç, ывăлӗ чыслă çын пулнине пӗрре мар асăнчӗç.

Пӗчӗк Коля пӗрремӗш класа килнӗ шкул стени çине Асăну хăми вырнаçтарнă.

Людмила Владимировнăпа Иван Николаевич Козинсем тăватă ача çуратса ӳстернӗ: Оля, Коля, Полина тата Борис. Оля çемье çавăрса ашшӗ-амăшне мăнук парнеленӗ, Полина Хусанта вӗренет, Борис ялти шкулта, тăваттăмӗш класра. Николай вара яланах пулӗ.  Амăшӗ ăшӗнче мӗн пулса иртнине, çак трагедие вăл мӗнле чăтса ирттернине пӗр хăй кăна пӗлет. Людмила Владимировна питӗ виçеллӗ, сăпай: «Эпир телейлӗ. Пӗлетӗр-и, мӗнпе телейлӗ эпир? Коля пирӗнпе, юнашар. Халӗ те эпир масар çине каятпăр», – терӗ калаçу вӗçленнине систерсе. 

Мăнукӗн наградине ашшӗ-амăшне панă çӗре асламăшӗ те пынă. Анна Михайловна 77 çулта. Чăннипех çирӗп чӗреллӗ çын вăл. Ывăлӗсем Николайпа Владимир та ятарлă çар операцийӗнче, мăнукӗн Николайăн 22 çултах пурнăçӗ татăлнă. Халсăр, çемçешке çын çакна чăтса ирттереймӗ те пулӗ. Анна Михайловнăн куçӗсем шывлансах тăраççӗ, апла пулин те  калаçăвӗ лăпкă, сăмахӗсем ăшă.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата Л.Галанская архивӗнчен.

Материала хатӗрлеме пулăшнăшăн Кӳлпуçӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулăн ӗçченне Л.Е.Галанскаяна тав тăватпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО