Колорада нăррисем ăçта çухалнă?

Хӗле кӗреспе хаяр сивӗсем ăшăтса янипе черетленчӗç, кăна шăннă çӗр мар, асфаль та чăтаймасть
ЫЙТУ:
Коронавируса пула колорадă нăррисем (колорадский жук) çухалнă теççӗ халăхра. Тӗрӗс-и?
ХУРАВ:
Халӗ коронавируспа пӗтӗм япалана çыхăнтараççӗ. Анчах та пирӗн тăрăхра 35 çул ытла пурăнакан колорада нăррисем кунти условисене хăнăхса çитнӗ теме те пулатчӗ, çут-çанталăк аномалийӗсем пулман пулсан. Хӗле кӗреспе хаяр сивӗсем ăшăтса янипе черетленчӗç, кăна шăннă çӗр мар, асфаль та чăтаймасть. Вăл çуркаланать, çурăксене шыв тулать, шăнтсан вăл сарăлса асфальта тата пысăкрах сиен кӳрет. Çӗрти нӳр те çавăн пекех. Кӗркунне çумăрсем нумай çурӗç, юр час лармарӗ. Çӗр хытă шăнчӗ. Пӗтӗмӗшле илсен юр сахал пулчӗ. Çакна пула чылай районта уçăмсем те сиенленчӗç.
Колорада нăрри çӗр ăшне вăтамран илсен 7-10 сантиметр тарăнăша кӗрсе хӗл каçать. Пӗлтӗр те вăл «сивӗ пулмасть» тесе çав тарăнăша кăна кӗрсе «выртнă» пулмалла. Çавна пула нумайăшӗ шăнса вилнӗ те, пире телее.
Çавăнпа кăçал ăна çӗр улми çинче эпир питӗ сахал куратпăр. Ку пулăм коронавируспа çыхăнман тесе шутлаççӗ Ял хуçалăх министерствинче. Колорада нăрри вăйлă ӗрчекен хурт-кăпшанкă. Нумай кӗттермӗ. Çапах кăçал наркăмăш сапман çӗр улми çиме шанăç пысăк, теççӗ специалистсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
16 мая 2022 - 12:34Республикăра 120 ытла цифрăллă мероприяти ирттерме палăртнă Айрат Хайруллин Тутарстанри Цифровизаци çулталăкӗн тӗп пулăмӗсем çинчен каласа панă000
-
16 мая 2022 - 11:28СИСТЕРСЕН ТЕ УКÇА АН ПАР Коррупцие хирӗç кӗрешесси мӗнле пырать республикăмăрта? ТР Президент управленийӗн коррупцие хирӗç политикин ыйтăвӗсемпе тӗп советникӗ Салават Фоатович Рахимов тата ТР наукăпа вӗрентӳ министрӗн çумӗ, ТР Вӗрентӳ тата наука министерствин Вӗрентӳ сферинчи надзорпа тӗрӗслев департаменчӗн ертӳçи Рамис Гаптраисович Музипов нумай пулмасть журналистсемпе тӗл пулчӗç, кулленхи ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗç.900
-
16 мая 2022 - 10:13Мускавр облаçӗнче ӗнер Ренат Ибрагимова пытарнă Паллă юрăç ӗнер мар пӗр кунӗ каçпа вилсе кайнă. Тутарстанăн кăна мар, пӗтӗм çӗршыв мăнаçлăхӗ 75-пе пыратчӗ2100
-
16 мая 2022 - 09:51Пӗр мура çӗнтерсе пӗтереймерӗмӗр, пире ӗнтӗ тепринпе хăратаççӗ Тутарстанра холера сарăлни пирки калакан хыпара Роспотребнадзор фейк тесе пӗлтернӗ3800
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
29 апреля 2022 - 11:24Хаклă çыннăмăрсене ылтăн туйпа ырă кăмăлтан саламлатпăрÇăвăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче пурăнакан Валентина Степановнăпа Геннадий Николаевич СЕЛИВАНОВСЕМ мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине паллă тăвӗç. Анне нумай çул фельдшерта, атте ял хуçалăхӗнче тăрăшнă. Халӗ те ӗçсӗр лармаççӗ – килти хуçалăхра тăрăшаççӗ, вӗлле хурчӗ тытаççӗ, çулла çырла-кăмпана çӳреççӗ.41300
-
29 апреля 2022 - 11:19Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăрЫрă кăмăллă, пирӗншӗн хаклă тăванăмăра, Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Камские Полянынче пурăнакан Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр!40102
-
22 апреля 2022 - 20:22Аксу районӗнчи Илешни ялӗнче пурăнакан Раиса Николаевна ИЛЬГУЗИНĂНА 70 çулхи юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!Сывлăху юман пек çирӗп, кун-çулу уй-хир пек аслă, вăрман пек пуян, ӗмӗрӳ вăрăм, çутă та такăр пултăр. Эпир сана питӗ юрататпăр, пире савăнтарса тата нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр.39500
-
13 мая 2022 - 11:25Патриотизм воспитанине парас яваплăха хӗрӳ точкăсене хутшăннă ветерансен хăйсем çине илмелле Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи (Çӗпрел районӗ) обелиск патӗнчи Аслă Çӗнтерӗвӗн 77- çуллăхне халалланă митинга шкул директорӗн воспитани енӗпе çумӗ Татьяна Карсаковăпа вырăс чӗлхипе литература учителӗ Екатерина Романова уçрӗç. Ялта сывă пӗр ветеран та, пӗр салтак арăмӗ те юлман ӗнтӗ. Вăрçă нуши-хуйхине, тертне, выçлăхне тӳснӗ виçӗ çын, вăл вăхăтра 10 – 15 çулта пулнă вăрçă ачисем, Елизавета Андреева, Нина Казакова, Анна Макарова пурăнаççӗ-ха, анчах 90 çула çитнӗскерсем питех тухса çӳреймеççӗ, çавăнпа Çӗнтерӳ уявне пыраймарӗç.46501
-
13 мая 2022 - 10:56Çӗнтерӳ маршне çулран çул çамрăксем йышлăрах та йышлăрах хутшăнаççӗ Павлă районӗнче Аслă Çӗнтерӳ 77 çул тултарнине халалланă «Эпир астăватпăр» Çӗнтерӳ маршӗ иртрӗ. Вăл районта йăлана кӗнӗ темелле ӗнтӗ. Кăçал марша хутшăнакансем Павлă хулинчи «Девон» Пăр керменӗ патӗнчен старт илчӗç те Васькино-Туйраллă, Потап-Тăмпăрлă, Тутар Тăмпăрлă, Удмурт-Ташлă, Усăллă, Поповка ялӗсем урлă авточупăва тухрӗç.28000
-
13 мая 2022 - 13:58ПАТРИОТИЗМ ПУЛНĂ, ПУР, МАЛАЛЛА ТА ПУЛӖ Çутă кӳлӗ ялӗ пуçланса кайнине халалласа лартнă палăк çывăхне майăн 8-мӗшӗнче пахчари мӗнпур ӗçсене пăрахса ял-йыш пуçтарăнчӗ. Пурте Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванӗсен, вăрçă хирӗнче ӗмӗрлӗхе выртса юлнă аслашшӗ-кукашшӗн портречӗсене тытнă. «Вилӗмсӗр полка» хутшăнакансем ял урамӗпе мăнаçлăн утаççӗ. Вӗсене хапха умне тухнă ял-йыш саламлать, нумайăшӗ хăй те халăх стройне хутшăнать.24800
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика