Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«КОМАНДИР, АТЬСЕНЕ ÇАВ ТЕРИ КИРЛӖ ЭСИР...»

Чăваш Ен делегацийӗпе Петербург чăвашӗсем госпитальте пулчӗç

 

Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗн территорийӗсенчи госпитальсенче сипленекен салтаксемпе офицерсене пулăшас енӗпе Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗ Чăваш Енри Хӗрарăмсен союзӗпе тата «Вăрçă инваличӗсем» пӗрлешӳпе пуçарнă пӗрлехи проект малалла тăсăлать. Чăваш Ен делегацине госпитальте сипленекен ентешӗ, Çӗнӗ Шупашкарта пурăнакан Етӗрне чăвашӗ Андрей Николаевич Андреев кӗтсе илчӗ. Украинăри ятарлă çар операцине хăй ирӗкӗпе кайнă вăл.

Мероприятие ЧР социаллă хӳтлӗхӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Афган вăрçин 2-мӗш ушкăн инваличӗ, Хӗрлӗ Ялав орден кавалерӗ, отставкăри майор Геннадий Петрович Матвеевпа Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Валериан Анатольевич Гаврилов уçнă май пухăннисене пурне те Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗпе саламларӗç. Шупашкарсен саламӗпе пӗрле парнисене тата шкул ачисен çырăвӗсене валеçрӗç. Уяв сӗтелӗ валли Афган тата Çурçӗр Кавказ вăрçисен ветеранӗ Олег Витальевич Шишовпа юлташӗсен пуçарăвӗпе пухнă кучченеçсене пачӗç.

Концерт программине «Юрату» фольклор ансамблӗ (ертӳçи Мария Кириллова) уçрӗ. Малалла РФ МЧСӗн Чăваш Енри управленийӗн «Служу Отечеству» ансамблӗ (ертӳçи Афган вăрçин ветеранӗ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Андрей Юрьевич Барабанов) юрă-кӗвӗпе савăнтарчӗ.

Геннадий Петрович Матвеев, «Сыны Отечества» пӗрлешӗвӗн регионти уйрăмӗн пайташӗ, воин-интернационалист Василий Васильевич Емельянов, Çурçӗр Кавказ вăрçин ветеранӗ, Югославире миротворецсен операцине хутшăннă, Хăюлăх орденӗпе тата ООНăн «За участие в миротворческой операции» медалӗпе наградăланнă 1-мӗш ушкăн инваличӗ (колясочник), ухăран перессипе Раççейӗн 10 хутчен чемпионӗ, РФ паралимп сборнăйӗн пайташӗ Евгений Сергеевич Касьянов госпитальте сипленекенсемпе куçа-куçăн тӗл пулса калаçрӗç, аманнă хыççăн хăйсем мӗнле социализациленни пирки каласа пачӗç. Атьсем вӗсене питӗ тимлӗн итлерӗç, ыйтусем те пачӗç. Коляскăра ларакан Борис Сергеев Геннадий Петрович патне пычӗ те: «Командир, госпитальсем тăрăх ытларах çӳрӗр, атьсене эсир çав тери кирлӗ», – терӗ. Аманнă салтаксенчен тепри ятарлă çар операцине хутшăнакансене ырă сăмахсем çырнăшăн шкулта вӗренекен хӗр ачана тав тума хушрӗ. 

Валериан ГАВРИЛОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: акция