Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Комбайнерсем пысӑк тупӑш илме хатӗрленеҫҫӗ

ТР Ял хуҫалӑх министерствин кӑтартӑвӗсемпе кӑҫалхи вырмара Пӗкӗлме районӗнче тырӑ выракан 95 комбайн хутшӑнать

Тутарстанра агропромышленность комплексӗ тырӑ вырма хатӗррине тӗрӗслеҫҫӗ. Унӑн тӗллӗвӗ – вырса ҫапакан техникӑна мӗнлерех пахалӑхпа хатӗрленине, ҫавӑн пекех хирсенче ҫуллахи тата кӗрхи ӗҫсене туса ирттермелли ял хуҫалӑх техникин паркне тишкересси.
Вырмана тухма пӗр утӑмра тӑракан Пӗкӗлме, Пӑва, Алексеевски, Актанӑш, Саба, Элкел районӗсенче специалистсем комбайнсене йышӑннӑ. Ял хуҫалӑх организацийӗсем вырма тата кӗрхи суха тума хатӗррине мӗн пур 43 районта пӑхса тухмалла.
Пӗкӗлме районӗнчи комбайнсен парадне ТР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Талгат Тагирзянов тата ытти специалистсем килсе ҫитнӗ.
Тырӑ выракан комбайнсем сезонри теобслуживани тата техосмотр иртеҫҫӗ. Комисси пайташӗсен тимлӗхӗнче уйрӑмах ӗҫ хӳтлӗхӗн требованийӗсене пӑхӑнса пыни тата ӗҫлекенсене хавхалантарас меслетсем пулнӑ.
ТР Ял хуҫалӑх министерствин кӑтартӑвӗсемпе кӑҫалхи вырмара Пӗкӗлме районӗнче тырӑ выракан 95 комбайн хутшӑнать. Ҫӗр ӗҫченӗсен 37 пин гектар ҫӗр ҫинчен тырра пухса илмелле пулать. Тӑлӑкне вӗсем 1763 гектара тырӑран тасатмалла. Аграрисем пысӑк тупӑш илме хатӗрленеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев