Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Комсомол: вăхăт, пулăмсем, çынсем...

Ял çыннисен килӗсенче халиччен упранса юлнă комсомол билечӗ, ВЛКСМăн Хисеп хучӗсем уйрăмах интереслӗ пулчӗç.

Октябрӗн 24-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Упи библиотекинче «Комсомол: вăхăт, пулăмсем, çынсем» мероприяти иртрӗ. Унта Упири икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗ П.В.Дементьев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта 8-10 классенче вӗренекенсем хутшăнчӗç.

Кăçалхи октябрӗн 29-мӗшӗнче комсомол организацийӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине пурте пӗлетпӗр. Упи ялӗн библиотекин заведующийӗ И.В.Павлова ачасене ВЛКСМ историйӗпе, йăли-йӗркисемпе, Пӗтӗм Раççейри комсомол юхăмӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Çавăн пекех «Комсомолпа сывпуллашмастăп» курав та йӗркеленӗ. Çамрăк ăрăва комсомолпа çыхăннă япаласемпе тата атрибутсемпе паллашма сӗре кăсăк пулчӗ: тӗслӗхрен, ял çыннисен килӗсенче халиччен упранса юлнă, ăшне комсомолăн прависемпе тивӗçӗсене çырнă хут татки чикнӗ комсомол билечӗ, ВЛКСМăн Хисеп хучӗсем уйрăмах интереслӗ пулчӗç ачасемшӗн.

Библиотекарь шкулта вӗренекенсене Н.Островскин «Как закалялась сталь», А.Фадеевăн «Молодая гвардия» кӗнекисенчи сыпăксемпе паллаштарчӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă комсомолецсем çинчен каласа пачӗ. Мероприятие чӗннӗ хăнасем – ветерансем – хăйсен комсомолла çамрăклăхӗ пирки аса илчӗç. Н.А.Сердцева педагог хăй шкулта тата университетра комсомол секретарӗнче еплерех тăрăшни пирки каларӗ. Комсомолецсем хăйсен ӗçри çитӗнӗвӗсемшӗн еплерех савăнни, субботниксенче кăмăлтан ӗçлени, унтан çутçанталăк ытамӗнче пӗрле канни, тӗрлӗ пултарулăх конкурсӗсем ирттерни çинчен те тимлӗн итлерӗç шкул ачисем, нумай ыйту пачӗç. Юлашкинчен П.В.Дементьев музейӗнче экскурсире пулчӗç.

Ирина ПАВЛОВА, библиотекарь. Çӗпрел районӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана