Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОНФЕРЕНЦИЕ КОСМОНАВТĂН ТĂВАНӖ ТЕ ХУТШĂНЧӖ

Андриян Николаев космоса вӗçнӗренпе кăçал 60 çул çитрӗ

Мероприятие РФ Космонавтика федерацийӗн, СССР летчик-космонавчӗн А.Г.Николаевăн тăван ялӗнчи Шуршăлти мемориал-комплексӗн ӗçченӗсем, Андриян Григорьевичăн тăванӗ – запасри подполковник, çапăçусен ветеранӗ Сергей Николаев тата ыттисем хутшăнчӗç. Конференцие Санкт-Петербургри ЧНКА председателӗ, Ленинград облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ çумӗнчи Канашӗн пайташӗ, экономика наукисен кандидачӗ, П.Ф.Лесгафт ячӗллӗ Наци патшалăх физкультура, спорт тата сывлăх университечӗн доценчӗ Валериан Гаврилов тата А.Ф.Можайский ячӗллӗ Космос-çар академийӗн кафедра начальникӗн çумӗ, полковник, техника наукисен докторӗ, доцент, «Сыны Отечества» офицерсен юлташлăхӗн Санкт-Петербургри уйрăмӗн председателӗ Анатолий Тарасов йӗркелесе ертсе пычӗç. 

Чи малтан ертсе пыракансем ЧР Патшалăх Канашӗн председателӗн, РФ ЧНКА президенчӗн Леонид Черкесовăн тата «Сыны Отечества» офицерсен юлташлăхӗн правленийӗн председателӗн, вице-адмиралăн Вячеслав Ильинăн саламӗсене вуласа пачӗç. Конференцире наука доклачӗсем те пулчӗç, сăвă-юрă та янăрарӗ, видеофильм та курчӗç. Докладсене итлесе хамăрăн паллă ентешӗмӗр-космонавт пирки тата та тӗплӗнрех пӗлтӗмӗр. Уйрăмах Наталья Егорова Андриян Николаев çинчен хатӗрленӗ видеоролике пурте кăсăкланса пăхрӗç. Космонавтăн тăванӗ Сергей Николаев конференцие йӗркелекенсене те, хутшăнакансене те чӗререн тав турӗ.

«Азовстале» штурмланă

Конференцире хисеплӗ хăна та пурччӗ. Вăл – Спартак Мышкин, Чăваш Енри Елчӗкре çуралса ӳснӗ. Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пулнă. Спартак Михайлович Мариупольти «Азовстале» штурмлама хутшăннă, унта аманнă. Сипленме вара Ленинград облаçӗнчи госпитальсенче сипленнӗ. Шăп çавăн чухне паллашнă та вăл Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн хастарӗсемпе. Сывалнă хыççăн каллех службăра пӗрле пулнă тусӗсене тӗрев пама кунта килнӗ вăл. 

Госпитальте выртакан чăвашсене пулăшатпăр

Сăмах май, Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн хастарӗсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса аманнă хыççăн хулари тата Ленинград облаçӗнчи госпитальсенче сипленекен ентешсене июнь уйăхӗнченпе май килнӗ таран тӗрев параççӗ. 

– Енчен те сирӗн тăванăрсем е пӗлӗшӗрсем Ленинград çӗрӗ çинчи госпитальсене лекнӗ-тӗк, пирӗн пата шăнкăравлама пултаратăр, – тет Санкт-Петербургри ЧНКА ертӳçи Валериан Анатольевич Гаврилов. – Пулăшма тăрăшăпăр, командованипе лайăх çыхăну йӗркелерӗмӗр. Пирӗнпе çак номерсемпе çыхăнма пулать: +79210432432, +79312780528.

Санкт-Петербургри ЧНКА пресс-служби.

В.Гаврилов сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: çӗршывра