Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОНФЕРЕНЦИЕ ХУТШĂНМА ВАСКĂР!

«Яковлев вулавӗсен» куçăн мар тапхăрӗ вӗçленсе пырать, заявка парса ӗлкӗрӗр

Анат Кама хулинчи 34 № гимнази-интернат никӗсӗнче «Яковлев вулавӗсем» вӗренекенсен регионсен хушшинчи конференцийӗ (чăваш шкулӗсем валли) иртет. Конференцин куçăн мар тапхăрӗ мартăн 18-мӗшӗнчен пуçланнă, вăл апрелӗн 4-мӗшӗччен пырӗ. Куçăн тапхăр вара апрелӗн 15-мӗшӗнче иртет. 

 

Конференцин тӗп тӗллевӗ – шкул ачисене наукăлла тӗпчевсем патне интерес çуратасси. Задачи – пултаруллă çамрăксене тупса палăртасси, вӗсен пултарулăхне ӳстересси, ăс-хакăл ӗçӗнче пысăк çитӗнӳ тума пултаракан ачасене тӗрев парса хавхалантарасси, тавракурăмне ӳстересси, çӗннине хăй тӗллӗн вӗренме хавхалантарасси тата ытти те. 

Конференцие ТР Вӗрентӳпе нау­ка министерстви Анат Кама хулинчи 34 № гимнази-интернатпа тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗпе пӗрле ирттерет. 

Конференцие Тутарстанри тата Раççейӗн ытти регионӗсенчи чăваш этнокультура компоненчӗллӗ пӗ­тӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче 1-11 классенче тата пуçламăш, вă­там профессиллӗ пӗлӳ паракан вӗ­рентӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсем хутшăнма пултараççӗ. 

Куçăн мар тапхăра хутшăнас текенсен апрелӗн 4-мӗшӗччен tatyanank@mail.ru электронлă поч­та çине заявка ярса памалла. Чи лайăх ӗçсене комисси суйласа илет те вӗсене хатӗрлекенсем апрелӗн 15-мӗшӗнче Анат Камăри 34№ гимнази-интернатра иртекен куçăн тап­хăра хутшăнаççӗ. 

«Яковлев вулавӗсем» вӗренекенсен регионсен хушшинчи конференцине хутшăнмалли йӗркепе, положенипе, йӗркелӳ комитечӗн тата жюри йышӗпе, ытти кирлӗ информаципе тӗплӗнрех хаçатăн suvargazeta.ru сайтӗнче паллашма пулать. Кун пирки çырнине сайтра çӗнӗ хыпарсен ярăмӗнче мартăн 29-мӗшӗнче вырнаçтарнă. 

Заявка пама шутлă кунсем юлчӗç, хутшăнас текенсен васкамалла. 

Хамăр инф.

Сăнӳкерчӗк Анат Камăри 34 № гимнази-интернатăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев