Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Конкурс часах вӗҫленет

Хутшăнас текенсем çине тăрса ыйтнипе комисси конкурса килекен материалсене йышăнассине редакци мартăн 5-мӗшӗччен тăсма шутларӗ

   МАРТĂН 5-МӖШӖЧЧЕН ӖЛКӖРӖР!

Хисеплӗ вулакансем! «Сувар пики» онлайн-конкурса хӗрсенчен сăнӳкерчӗксемпе видеороликсене мартăн 1-мӗшӗччен кăна йышăнатпăр тесе пӗлтернӗччӗ. Анчах та хутшăнас текенсем çине тăрса ыйтнипе комисси конкурса килекен материалсене йышăнассине мартăн 5-мӗшӗччен тăсма шутларӗ. Апла-тăк, эсир те кая юлман-ха, васкăр!
Онлайн-конкурс условийӗсем пирки тӗплӗн «Суварăн» кăçалхи 2-мӗш тата 5-мӗш номерӗсенче çырнăччӗ. Сăнӳкерчӗксемпе видеороликсене редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е 89179076881 телефон номерӗпе Ватсапп урлă ярса памалла. Хăвăр пирки анкета та çырса тултарма манмалла мар.
Онлайн-конкурса ятарлă жюри мартăн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗ. Эппин, маттур та пултаруллă чăваш пикисем, хутшăнса ӗлкӗрӗр конкурса!
Редакци.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    " Сувар пики " конкурсне миҫе ҫултан пуҫласа хушӑнма юрать?