Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Конкурс-фестиваль тӳрех Гала-концерт пулса тӑчӗ

 2002-2003 ҫулсенче ТР ЧНКА представительствисене районсенче уҫнӑ вӑхӑтра эпир, унта чӑвашсем ҫук тесе, Менделеевски районӗн айккинчен иртсе каяттӑмӑр. Ӗнер ак чӑвашсен пӗрремӗш уявне ирттертӗмӗр. Паллах, Тӑван чӗлхесен тата халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ чӑваш культурин "Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ" конкурс-фестивале

Чи малтан сцена ҫине Владимир Токмаков тухрӗ. Ҫӗпрел районӗн представителӗ Вячеслав Христофоров репертуарӗнчи "Симӗс топольсем" юрра шӑрантӑрчӗ. Унӑн сасси хушӑран Чӑваш халӑх юрӑҫинни пекех илтӗнкелерӗ. Пӑва районӗнчи РДК ҫумӗнчи "Уяв" фольклор ансамблӗ "Ой, садра, пахчара" юрра юрласа чӑвашсене курма килнӗ халӑха нумайччен алӑ ҫуптарчӗ. 

Чи инҫетрен килнӗ Ҫӗпрел районӗнчти "Хӗлхем" ансамбль такмак каласа ташлама тытӑнсан Тутар Чаллӑ вырӑс ялӗнчи Культура ҫурчӗ алӑ ҫупнинчен кӗрлеме пуҫларӗ. Нурлат районӗнчи пӗртӑван Волковасен "Тӑван патӗнче" юрри фестивалӗн хумне кӑштах пусарчӗ, анчах Лайӑш районӗнчи Габишевори "Веснавея" ансамбль "Урам аякки квак ҫеҫке" тесе юрласа конкурса тӳрех Гала-концерта ҫавӑрас ӑнтӑлӑва тӗрев пачӗ. Кунта юрӑ-тӑшӑ профессионалӗсем килнӗ, хӑть тӳрех гастроле илсе тухса кай. Менделеевски районӗнчи чӑвашсем те пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Ижевка ялӗнче пурӑнакан Алевтина Герасимова "Ах, аннеҫӗм, анне" юрра юрлани, Кивӗ Гришкинори Мария Япаева халӑх ташшине ташлани, Менделеевскра пурӑнакан пӗчӗк Кира Паитова "Ҫумӑр ҫӑвӑть" юрра юрлани – пурне те килӗшрӗ пулмалла.

Нурлатри Олеся Илифанова анатри чӑвашсен хӑна юррине юрлама тытӑнсан, пӗлтӗр юсанӑ клуб чӳречисем чӗтӗреме пуҫларӗҫ. 

Унпа ӑмӑртма сцена ҫине Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упири Людмила Сердцева, Ҫӗнӗ Йӗлмелӗнчи Наталья Макарова тухрӗҫ. Янкӑр саслӑ Елена Корсакова "Шурта ӳсет шурӑ хурӑнне" тӑсса ярсан вара шӑп-шӑпӑрт пулса тӑнӑ зал ӑнланчӗ: кунта паян Олесяпа Елена хушшинче ӑмӑрту. Иккӗшӗ те ансамбльсем ертсе килнӗ, иккӗшӗ те Шупашкарта вӗреннӗ.

Владимир Охотников ертсе пыракан Ҫӗнӗ Шуҫӑм районӗнчи Чӑваш Шупашкар ялӗнчи "Илем" ансамбль хӑй репертуарне "Чӑнах лайӑх" юрра кӗртнӗ. Нурлатри чӑваш юррине халӑх ансамблӗ "Ҫӑлкуҫ" нумай сасӑпа "Кил-ха, савни, калаҫар" юрра шӑрантӑрчӗ.

Ҫырчаллинчи "Чӗкеҫ" вара сцена ҫинче "Тӗрӗҫӗсен юррине" те юрласа кӑтартрӗ, "Шерепеллӗ тутӑрне" те ташларӗ.

Автохуларан сӑвӑ калакансем те килнӗ: Роза Мартынова, Милана Гайфуллина, Анжелика Кашапова. 

Ачасен "Путене" ансамблӗн солисткисем те савӑнтарчӗҫ. 

Жюри фестиваль-конкурсӑн Гран-прине тивӗҫлипе ҫырчаллисене пачӗ. Уйрӑм юрлакансем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Олеся Илифанова Елена Корсакова пайларӗҫ. Ытти хутшӑнакансене те тӗрлӗ степеньлӗ лауреатсен ячӗсене парса чысларӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев