Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Пӗлтӗр хаçатăмăрта «Сувар» тухма пуçланăранпа 30 çул çитнине халалласа темиçе тӗрлӗ конкурс та ирттертӗмӗр. «Юрататăп «Сувара» ятлине те. Унта хутшăнакансен хаçата халалланă хайлав (заметка, статья, тӗрленчӗк, очерк, сăвă тата ытти те) çырса ямаллаччӗ. Сăвă та, заметка та, статья та çыракан пулчӗ. Конкурса хаçатăн 30 çулхи юбилейне палăртас умӗн пӗтӗмлетме шантарнăччӗ. Конкурс комиссийӗ ӗçсене пăхса тухнă хыççăн çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ.

Акă вӗсем:
1-мӗш вырăн — Геннадий Садовников (Лениногорск хули);
2-мӗш вырăн — Николай Зимин (Пăва районӗ, Элшел);
3-мӗш вырăн — Юрий Адъютантов (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи).

Çӗнтерӳçӗсене редакци Диплом тата асăнмалăх парне парса хавхалантарать.

Çавăн пекех конкурса хутшăннă шкул ачисене Виктория Никоновăпа (7-мӗш класс) Антон Андреева (5-мӗш класс) та редакци конкурса хутшăннăшăн тав тăвать. Вӗсем иккӗшӗ те Пăва районӗнчи Тури Лашчи шкулӗнче вӗренеççӗ. Викторийăпа Антон та «Сувар» парнине тивӗçеççӗ.

Конкурса хутшăннă кашни автора тав тăватпăр, янă материалсене хаçатра тепӗр хут пичетлетпӗр — юратнă кăларăма халалласа çырнăскерсене вулама хуть хăçан та кăмăллă-çке, юбилей кăларăмӗнче пушшех те. 

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Газета «Сувар»