Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

​ Конкурс вӗçленнӗ çӗре видеосен шучӗ 37-е çитрӗ

Социаллă сетьсенче хутшăнакансен видеосăввисене пăхсах тăтăмăр. Малтанлăха видеосем питӗ сахал пулчӗç. Конкурса пӗтӗмлетме вăхăт​ çитнӗ тӗлелле видеосен шучӗ нумайланнăçем нумайланчӗ.

​Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче пӗлтӗрхи кӗркуннеренпе хӗрӳ ӗç пырать. 2021 çул Беловкăшăн паллă уявсемпе пуян. Кӗркунне учреждени тавра хӳме тытрӗç, Н.И.Полоруссов-Шелепи палăкне çӗнетрӗç. Хут ӗçӗпе те нумай ларма тиврӗ беловкăсене, çӗнӗ обелиск валли грант çырчӗç, Н.И.Полоруссов-Шелепин тата ял юбилейӗсем валли сценарисем çырма информаци пухрӗç.

Чăваш халăхӗн пӗрремӗш поэчӗн юбилейне йӗркелес ӗçе шкул ӗçченӗсем хăйсем çине илчӗç, клубпа библиотека ӗçченӗсем вӗсене пулăшма пулчӗç. Çак вăхăтра çуралчӗ те ӗнтӗ Н.И.Полоруссов-Шелепин 140 çулхи юбилейне халалланă «Беловка çăлкуçӗ» сăвă калакансен онлайн-конкурсне ирттерес шухăш. Малтанах ку конкурса хамăр районта кăна ирттерме планланăччӗ. Вырăссем: «Утро вечера мудренее», – темеççӗ-и-ха? Çӗркаçа шухăшсем конкурса республика шайӗнче ирттересси, жюри пайташӗсене ютран пухасси, «Сувар» хаçат урлă хутшăнакансене пӗлтересси патне çитрӗç. Тепӗр куннех конкурс положенине хатӗрлесе «Сувар» хаçат редакцине ярса патăмăр.
Социаллă сетьсенче хутшăнакансен видеосăввисене пăхсах тăтăмăр. Малтанлăха видеосем питӗ сахал пулчӗç. Конкурса пӗтӗмлетме вăхăт​ çитнӗ тӗлелле видеосен шучӗ нумайланнăçем нумайланчӗ. 37 хутшăнакан. Ӳсӗм категорийӗсемпе пăхсан 7-9 çултисем – 11 ача, 10-14 çултисем – 19, аслисем – 7. 15-20 çултисем пачах та çук… Районсемпе пăхсан Пăвапа Çӗпрел районӗсенчен – 4-шар ӗç, Нурлат районӗнчен – 5 ӗç, Аксу районӗнчен – 24 ӗç. Конкурса хутшăнакансен хушшинче аслă çулти çынсем пурри питӗ савăнтарчӗ. Нина Петровна Будяшкина Нурлат районӗнчи Киклӗпуç ялӗнчен – 93 çулта, Ольга Арсентьевна Павлова Аксу районӗнчи Çӗнӗ Тимушкелӗнчен – 87 çулта.
Конкурса пӗтӗмлетме вăхăт çитсен çамрăксен ӳсӗмӗнче никам та çуккипе 10-14 çултисене икӗ ушкăна пайлас терӗмӗр – 10-11 çултисем, 12-14 çултисем. Çӗнтерӳçӗсене майăн 14-мӗшӗнче Беловкăри Культура çуртӗнче иртекен Н.И.Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприятире чыслатпăр.
«Беловка çăлкуçӗ» онлайн-конкурс çӗнтерӳçисем
7-9 çултисем
1-мӗш вырăн – Василиса Константинова (Аксу районӗ, Беловка шкулӗ);
2-мӗш вырăн – Алексей Павлов (Аксу районӗ, Çӗнӗ Тимушкел шкулӗ), Святослав Ефимов (Аксу районӗ, Беловка шкулӗ);
3-мӗш вырăн – Тимофей Семенов (Аксу районӗ, Кивӗ Ӳсел шкулӗ), Илья Ильбикин (Çӗпрел районӗ, Упи шкулӗ).
10-11 çултисем
1-мӗш вырăн – Яна Пилайкина (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел шкулӗ);
2-мӗш вырăн – Арина Андреева (Çӗпрел районӗ, Упи шкулӗ);
3-мӗш вырăн – Анастасия Трофимова (Аксу районӗ, Кивӗ Ӳсел шкулӗ).
12-14 çултисем
1-мӗш вырăн – Дмитрий Бульбов (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел шкулӗ);
2-мӗш вырăн – Евгения Николаева (Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ);
3-мӗш вырăн – Диана Салмина (Пăва районӗ, Чăваш Киштек шкулӗ).
Аслисем
1-мӗш вырăн – Сергей Уланов (Аксу районӗ, Беловка);
2-мӗш вырăн – Мария Погодкина (Нурлат районӗ, Киклӗпуç);
3-мӗш вырăн – Любовь Колесникова (Нурлат районӗ, Киклӗпуç).
Ятарлă парнене тивӗçнисем
Нина Будяшкина (Нурлат районӗ, Киклӗпуç);
Ольга Павлова (Аксу районӗ, Çӗнӗ Тимушкел).
Çӗнтерӳçӗсене саламлатпăр! Конкурса хутшăннă, анчах вырăн йышăнайман хутшăнакансене йӗркелӳçӗсемпе «Сувар» хаçат редакцийӗ сертификат парать.
Н.И.Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитнӗ ятпа ирттернӗ «Беловка çăлкуçӗ» сăвă калакансен онлайн-конкурсне хутшăннисене чӗререн тав тăватпăр, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунатпăр!
Йӗркелӳ комитечӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев