Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОНКУРССЕН ПӖТӖМЛЕТӖВӖ

​​​​​​​Хисеплӗ вулаканăмăрсем! Шкул ачисемпе вӗрентекенсен хушшинче ирттернӗ Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă конкурссене пӗтӗмлетрӗмӗр, çӗнтерӳçӗсемпе паллаштаратпăр.

«Тăван чӗлхе – эс манăн чӗрере» конкурс çӗнтерӳçисем
1-6 классен хушшинче
I вырăн – Анастасия Волкова (Теччӗ районӗ, Пухтел шкулӗ);
II вырăн – Юлиана Жирнова (Пăва районӗ, Тури Лашчи);
III вырăн – Маргарита Карасева (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу);
III вырăн – Вадим Торгашов (Теччӗ районӗ, Пухтел шкулӗ).

7-11 классен хушшинче
I вырăн – Инна Андреева (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел шкулӗ);
II вырăн – Миша Андреев (Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ);
II вырăн – Александр Угаров (Теччӗ районӗ, Пухтел шкулӗ);
III вырăн – Алиса Григорьева (Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ);
III вырăн – Карина Теренина (Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ);
III вырăн – Оксана Молгачева (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ).

«Чăваш чӗлхипе литературин чи лайăх урокӗ» конкурс çӗнтерӳçисем
I вырăн – Лариса Анатольевна Андреева (Пăва районӗнчи Тури Лашчи шкулӗн вӗрентекенӗ);
II вырăн – Татьяна Ивановна Бульбова (Аксу районӗнчи Беловкăри пуçламăш шкул вӗрентекенӗ);
II вырăн – Алена Николаевна Торгашова (Теччӗ районӗнчи Пухтел шкулӗн вӗрентекенӗ);
III вырăн – Елизавета Владимировна Павлова (Аксу районӗнчи Çӗнӗ Тимушкел шкулӗн вӗрентекенӗ);
III вырăн – Светлана Александровна Васильева (Пăва районӗнчи Хирти Кушкă шкулӗн вӗрентекенӗ).
Пурне те саламлатпăр! Конкурссене хутшăннă ачасемпе вӗрентекенсене пурне те чӗререн тав тăватпăр. Çӗнтерӳçӗсене Хусана чӗнсе илсе Диплом тата асăнмалăх парне парса чыслăпăр, хăш кунне каярах пӗлтерӗпӗр. Конкурса хутшăннă, анчах çӗнтереймен ачасене те редакци Дипломпа наградăлать. Малашне те эсир «Сувар» хаçатпа туслă пуласса шанса тăратпăр!
Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев