Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Консервативлӑ фармацевтика бизнесне ҫӗнӗ технологисем кӗреҫҫӗ

Тутарстанра пурӑнакансем эмелсен электронлӑ переченӗнчен кирлӗ препаратсене суйласа илсе вӗсене килне кӳртерме пултараҫҫӗ

 Хусанта пысӑк аптека компанийӗн "еАптека" хабӗ уҫӑлчӗ. Тутарстанра пурӑнакансем эмелсен электронлӑ переченӗнчен кирлӗ препаратсене суйласа илсе вӗсене килне кӳртерме пултараҫҫӗ.

Хаба уҫма Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов, РФ Правительствин экс-председатель ҫумӗ Ольга Голодец хутшӑннӑ.
Мероприятие йӗркелекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, бизнеспа патшалӑх тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленинчен проектӑн ӑнӑҫӑвӗ килет. Ҫакӑ консервативлӑ фармацевтика бизнесне чи малта пыракан технологисене кӗртме май парать.
Рустам Минниханов сӑмахӗсемпе, пандеми вӑхӑтӗнче эмелсен кирлӗлӗхӗ пысӑк чух республика проекта пурнӑҫа кӗртме питӗ хӑвӑрт хутшӑннӑ.
Аптека хабӗн электронлӑ каталогӗ ҫынсене эмелсене килте ларсах шырама май парать. Ҫак меслет уйрӑмах ватӑ ҫынсемшӗн усӑллӑ, вӗсем вӗт теветкеллӗх ушкӑнне кӗреҫҫӗ.
"Эпир электронлӑ рецептсем енӗпе те ӗҫлетпӗр. Ҫак рецептурӑллӑ эмелсене илсе ҫитерме май пулсанах, тулли паха ассортимента леҫме пултаратпӑр тесе гарантилеме пулать, – тесе палӑртнӑ Рустам Минниханов.
Ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра ҫакнашкал 10 аптека хабӗ пулать.
"Паян ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Хӑш-пӗр номенклатурӑри позицисемпе чылай регионра йывӑрлӑхсем пурри вӑрттӑнлӑх мар. Рынока ҫакнашкал вӑйлӑ компани кӗни халӑха эмелпе тивӗҫтерессинче усӑ кӳмелле", – пӗтӗмлетнӗ Тутарстан Президенчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X