Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Константин Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа – конкурс

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви, Чăваш наци конгресӗ тата Чăваш Республикин Наци библиотеки чăваш литературин классикӗ К.В.Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă регионсен шайӗнчи «Çӗнӗ хум» литература пултарулăх конкурсӗ ирттереççӗ. Конкурса Раççей Федерацийӗн регионӗсен тата Чăваш Республикин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсен 7-11-мӗш класӗсенче, профессилле вӗрентӳ учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вӗренекенсем хутшăнма пултараççӗ. Конкурс 2020 çулхи февралӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа майăн 6-мӗшӗччен пырать.

Конкурс йӗрки

Пӗтӗмӗшле калани

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерстви (малалла – Чăваш Республикин Культура министерстви), «Чăваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗ, (малалла – Чăваш наци конгресӗ), Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерствин «Чăваш Республикин наци библиотеки» Чăваш Республикин бюджет учрежденийӗ (малалла – Чăваш Республикин наци библиотеки) чăваш литературин классикӗ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă регионсен шайӗнчи «Çӗнӗ хум» литература пултарулăх конкурсне ирттереççӗ. Конкурса Раççей Федерацийӗн регионӗсен тата Чăваш Республикин пӗтӗмӗшле пӗлу паракан вӗренӳ учрежденийӗсен 711-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вӗренекенсене хутшăнма чӗнеççӗ. Конкурс 2020 çулхи нарăс/февраль уйăхӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа çу/май уйăхӗн 6-мӗшӗччен пырать.

Конкурс тӗллевӗсемпе задачисем

 * илемлӗхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вӗсене литература ӗçне анлăрах явăçтарасси;

* çамрăк çыравçăсене илемлӗ хайлав ăсталас пархатарлă туртăмне асăрхаса малалла аталантарма тата тавра курăмне ӳстерме пулăшасси;

* Константин Ивановăн литература пултарулăхӗ урлă вӗренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йӗркелеме пулăшасси;

* ачасемпе çамрăксен чӗлхин сăмах пуянлăхне ӳстерме, ытарлăхӗпе сăнарлăх туйăмне аталантарма учительсемпе ачасен ашшӗ-амăшне анлăрах явăçтарасси.

 

Конкурс йӗркелекенсем

              * Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерстви;

* «Чăваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗ;

* Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерствин «Чăваш Республикин наци библиотеки» Чăваш Республикин бюджет учрежденийӗ;

 

Конкурса хутшăнакансем

Раççей Федерацийӗн регионӗсен тата Чăваш Республикин пӗтӗмӗшле пӗлу паракан вӗренӳ учрежденийӗсен 711-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вӗренекенсем.

Конкурс йӗркийӗ

 Конкурс тăватă номинаципе иртет:

чи лайăх сăвă,

чи лайăх калав,

чи лайăх очерк,

чи лайăх пьеса.

Конкурс комиссийӗ литературăн тӗрлӗ жанрӗпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавӗсене йышăнать. Прозăпа пьеса хайлавӗсен калăпăшӗ 10–15 страницăран ытла мар, сăвăсен хисепӗ 3-рен кая пулмалла мар. Ал çырăвӗсене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, 12 №-лӗ пысăкăшпа, 1,5 йӗрке хушшипе, пур енчен те хӗррисене (поля) 2 см хăварса пичетлемелле.

Çамрăк авторсен ал çыру хайлавӗсенче конкурсăн номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшӗ ятне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемӗш класра (ушкăнра, курсра) вӗреннине, район (хула), республика (область, край) ятне чăвашла тата вырăсла çырмалла. Пултарулăх ăмăртăвне хатӗрлекен вӗрентекенӗн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, кӗсье телефонӗн номерне кăтартмалла. Компьютерпа чăвашла пичетленӗ хайлавсене 2020 çулхи нарăс/февраль уйăхӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа çу/май уйăхӗн 6-мӗшӗччен «Литература конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççӗ: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамӗ, 10 çурт, Чăваш наци конгресӗ. Телефон: 62-35-61. Электрон почти: congress21@mail.ru

 

Конкурса ирттересси тата пӗтӗмлетесси

Конкурс йӗркелекен комитет жюрие палăртать. Жюри пайташӗсем Чăваш Республикин паллă писателӗсемпе журналисчӗсем тата тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗсем пулаççӗ. Жюри конкурса тăратнă ӗçсене пăхса тухса хак парать, призлă вырăнсене ӳсӗм тăрăх, 7–9 тата 10–11-мӗш классенче, колледжсемпе аслă шкул вӗренекенсен йышӗнчен кашни тăватă номинацире уйрăм палăртать. Пултарулăх ăмăртăвӗнче I, II, III вырăн йышăннисене дипломсемпе парнесем параççӗ. Жюри илемпе сăнарлăх енчен паха хайлавсене уйрăм ят пама пултарать.  Конкурс пӗтӗмлетӗвне протокол çырса çирӗплетеççӗ. Çӗнтерӳçӗсемпе призерсен списокне Чăваш Республикин Культура министерствин, Чăваш наци конгресӗн, Чăваш Республикин наци библиотекин сайчӗсенче вырнаçтараççӗ.

 

Конкурс çӗнтерӳçисене чыслани

Чăваш литературин классикӗ Константин Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă регионсен шайӗнчи «Çӗнӗ хум» литература пултарулăх конкурс çӗнтерӳçисемпе призерӗсене дипломсемпе парнесем парса чыслаççӗ. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат параççӗ. Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене Тав хучӗпе чыслаççӗ.

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Родной язык