Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Конституци Тутарстанра пурӑнакан Раҫҫейӗн мӗн пур гражданне пӗрлештерчӗ

Паянхи Тутарстан тӗрлӗ халӑхсем юнашар туслӑн пурӑнакан мультикультурӑллӑ общество модельне йӗркелессипе пӗтӗм тӗнчешӗн тӗслӗх пулса тӑрать. Ҫакӑнта республикӑн Конституцийӗ мӗнлерех вырӑн йышӑннине хӑй шухӑшӗсене ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, Тутарстанри Халӑхсен ассамблеин ертӳҫи Фарид Мухаметшин пӗлтернӗ


"Тутарстан Конституцийӗ власть халӑх умӗнче, кашни ҫын, гражданин умӗнче яваплӑ пулнин принципне палӑртса тутарстансен патшалӑхлӑхӗпе демократийӗн малалла аталанмалли тӗп никӗсӗсене ҫирӗплетрӗ. Гуманизмӑн кӑмӑл-сипетлӗхӗн, туслӑх, пӗр-пӗрне пулӑшассин, ҫак ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан тутар, вырӑс, ытти халӑхсене тӗрев парассин авалтан пыракан йӑлисем ҫине таянман пулсан, ҫакна тума пулмастчӗ.
Конституци Тутарстанра пурӑнакан Раҫҫейӗн мӗн пур гражданне пӗрлештерчӗ. Халӑх ӑна стратегиллĕ документ пек йышӑнчӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫынсене ыранхи кун ҫине, республика пуласлӑхӗ ҫине шанчӑкпа пӑхма май туса пачӗ, вӗсем власть институчӗсене ҫирӗпрех шанма тытӑнчӗҫ.
Конституцире эпир религи патшалӑхран уйрӑм тесе ҫыртӑмӑр, анчах эпир, ҫынсем кирек мӗнле тӗне ӗненсен те, вӗсем валли услови туса паратпӑр.
Эпир тунӑ тепӗр утӑм – Хусан Кремлӗн пысӑках мар территорийӗнче «Кул-Шариф» мечӗте ҫӗнӗрен туса хутӑмӑр, Пӑлхавӑшни соборне реставрацилерӗмӗр. Иккӗленекенсем нумайччӗ, анчах эпир православнӑйсемпе мӑсӑльмансем пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнма пултарнине пӗтӗм тӗнчене кӑтартрӑмӑр", –тенӗ парламент спикерӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев