Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Конституцие ырланӑ хыҫҫӑн ҫӗр ытла закона улшӑнусем кӗртмелле пулать

Улшӑнусем чи малтан халӑха усӑ кӳмелле: ӗҫлекенсен тӳлев гарантийӗ, ҫемье тӗревӗ, ачасене хӳтлӗхе илни тата ытти те. Ҫынсене ӗҫсӗрлӗх хумхантарать. Правительство уйрӑм ҫынсене те, организацисене те тӗрев памалли мерӑсене чылай йышӑнать.

Июлӗн 2-мӗшӗнче "Татмедиа" агентствори пресс-центрта Пӗтӗмраҫҫейри сасӑлава РР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин пӗтӗмлетрӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗнер РФ Конституцине тӳрлетӳсем кӗртнине ҫирӗплетессипе сасӑламалли юлашки кун пулчӗ. Тутарстанра 65 территорири тата 2,8 пин участокри суйлав комиссийӗ ӗҫлерӗ.
"Ку Конституцие кам валли-тӗр юрӑхлӑ тунӑ текен скептиксене хирӗҫлемелли аргумент чылай. Ку Конституцие ҫынсем валли хатӗрленӗ, – терӗ Фарид Мухаметшин. – Тӳрлетӳсене сӳтсе явма самай вӑхӑт пурччӗ, ятарлӑ комиссире (унта эпӗ те кӗтӗм) хӗрӳ тавлашусем пычӗҫ. Ҫынсен интересӗ малти вырӑнтаччӗ.
Сасӑлав тапхӑрне вӑрӑма тӑсни нумай ҫынна хӑрушлӑхсӑр сасӑлама май пачӗ. Эпир сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсем ҫине таянса йӗркелӗпӗр хамӑр ӗҫе. Республикӑра ҫӗнӗ суйлав ҫывхарать, вӑл сентябрӗн 13-мӗшӗнче пулать. Тутарстан Президент суйламалла. Вӑл суйлав альтернативӑллӑ пулать.
Фарид Мухаметшин журналистсем урлӑ сасӑлама килнӗ ҫынсене тав турӗ.
Журналистсем ыйтусем пачӗҫ.

– Президент суйлавӗ те Конституци плебисцичӗ пек вӑраха тӑсӑлма пултарать-и?
– Енчен те коронавирус пандемии чакма шутларӗ-тӗк, эпир, халӑх ыйтнипе, ку ыйтӑва пӑхса тухма хатӗр.

– Конституцие халӑх ырланӑ хыҫҫӑн малалли улшӑнусем мӗнле пулаҫҫӗ?
– Ҫӗр ытла федераллӑ закона улшӑнусем кӗртмелле пулать. Ҫавна пула Тутарстанри законодательствона та улӑштарма тивӗ.

–Электронлӑ сасӑлава Тутарстанра та усӑ курма май пулнӑ пулсан, Эсир хӑш меслете суйласа илнӗ пулӑттӑр?
– Эпӗ ӗлӗкхи пекех, вырӑнти суйлав участокне ҫемьепе ҫуран утнӑ пулӑттӑм.
Тутарстан влаҫӗсем хӑйсем умне лартнӑ задача –ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессиччӗ. Ман шутпа эпир ҫак тӗрӗслев витӗр тивӗҫлипе тухрӑмӑр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев