Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Контактсӑр сасӑлав – ҫӗнӗлле суйлавӑн хӑйневӗрлӗхӗ

Конституцине тӳрлетӳсем кӗртнипе ҫыхӑннӑ сасӑлав ҫичӗ кун иртет

Тутарстанра РФ Конституцийӗн тӳрлетӗвӗсем пирки иртекен сасӑлава суйлав участокӗсенче хутшӑнас теменсен заявленийӗсене йышӑнас тапхӑр пырать.
Июнӗн 5-21-мӗшӗсенче заявленисене Патшалӑх услугисен пӗрлехи услугисен порталӗнче йышӑнаҫҫӗ, июнӗн 16-мӗшӗнчен вырӑнти участокри суйлав комиссийӗсенче.
Килтех сасӑлас текенсем патне комисси пайташӗсемпе наблюдательсем ятарлӑ сасӑлав пакечӗпе килӗҫ. Ун ӑшӗнче бюллетень, килте сасӑламалли заявлени бланкӗ, маска, перчеткесем, дезинфекци тумалли салфетка, авторучка пулаҫҫӗ.
"Эпир килти контактсӑр сасӑлав пирки пӗрремӗш хут калаҫатпӑр. Комисси пайташӗсемпе наблюдательсем санитари хутлӑхне пӑхӑнса пырӗҫ, сасӑлакансем патне килне вӗсем кӗмӗҫ",– тесе каланӑ Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев.
Ун сӑмахӗсемпе, сасӑлав комплектне илнӗ хыҫҫӑн гражданин хӑйӗн хваттерне таврӑнсан бюллетене тултарма пултарать, унтан ӑна комисси членӗсене тухса парать.
"Тӗп приоритет – процеса хутшӑнакансен сывлӑхӗ", – ӑнлантарнӑ Кондратьев.
РФ Конституцине тӳрлетӳсем кӗртнипе ҫыхӑннӑ сасӑлав ҫичӗ кун иртет – июнӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен.
Килте сасӑланисӗр пуҫне "Мобильный избиратель" механизмпа усӑ курса ҫывӑхри кирек хӑш суйлав участокӗнче те сасӑлама пултарать. Кун валли МФЦ офисӗсене, территорири комиссисене заявлени памалла е РФ Патшалӑх услугисен порталӗнче ҫырмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев