Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Контрафакт вырӑнне шӑнман шыв

Александр Бастрыкин Хусанти студентсем метанол ӗҫсе наркӑмӑшланнине хӑй контрольне илнӗ.

Раҫҫей Следстви Комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин Раҫҫей Соедстви Комитечӗн Тутарстанри уйрӑмӗн ертӳҫине Валерий Липские суя эрех сутни пирки пуҫарнӑ уголовнӑй ӗҫ пирки следстви еплерех пыни ҫинчен пӗлтерме хушнӑ. Ҫак уголовнӑй ӗҫе Хусанти студентсем метанолпа наркӑмӑшланнӑ хыҫҫӑн пуҫарнӑ. 

Раҫҫей Следстви Комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Хусанти ӗҫ следкомӑн тӗп аппарачӗн контролӗнче. 

Аса илтеретпӗр, иртнӗ эрнере метанол ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ ҫамрӑксен шучӗ вунпилӗк ҫынна ҫити ӳснӗ. Пӗр студентка больницара вилсе кайнӑ. Ыттисен халӗсем лайӑхланма пуҫланӑ, вӗсем сывалса пыраҫҫӗ. 

Следстви версийӗпе, наркӑмӑшланнин сӑлтавӗ – студентсем арпашӑнса кайса контрафактлӑ эрех вырӑнне хӗллехи вӑхӑтра машинасен чӳречисене тасатакан "незамкрзайка" ӗҫнинче. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев