Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Концерт программи 5 минутран ытларах тăсăлмалла мар

Кашни коллектив фестивале чăваш ташшин пӗр хореографи композицине е Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тăвакансен ӗç паттăрлăхне халалланă номер тăратма пултарать.

«Чăваш ташши илемӗ-2021» чăваш ташшин халăхсем хушшинчи IV фестивалӗ кăçал дистанци мелӗпе иртет. Унта хутшăнакансен пултарулăхне ярса панă видеоматериалсем тăрăх хаклӗç.

ЧР Культура министерстви тӗрев панă фестивале Чăваш наци конгресӗн культура комитечӗ ирттерет. Асăннă фестивале Чăваш Республикинчи тата тулашри регионсенчи ачасен тата аслисен коллективӗсем (уйрăм ташлакансем, ансамбльсем, студисем, кружоксем, фольклор ушкăнӗсем, театрсем тата ыттисем) хутшăнма пултараççӗ.

Кашни коллектив фестивале чăваш ташшин пӗр хореографи композицине е Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тăвакансен ӗç паттăрлăхне халалланă номер тăратма пултарать.
Концерт программи 5 минутран ытларах тăсăлмалла мар.

Фестивале хутшăнаканăн festiwalileme@mail.ru электронлă почта адресӗпе анкета-заявка (Приложени 1) тата ташă видеороликне е унăн ссылкине ярса памалла.
Видеороликсене пăхса хакланă хыççăн фестивалӗн видеоконцертне тăваççӗ.
Заявкăсене 2021 çулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 8-мӗшчен йышăнаççӗ. Фестивале 2021 çулхи октябрӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ.
Фестиваль Положенийӗпе ак çак ссылкăпа кӗрсе паллашма пулать: http://chemper-en.ru/kanash/news/iv-mezhregionalnyy-festival-chuvashskogo-tantsa-ch-vash-tashshi-ilem-2021
https://www.instagram.com/p/CTypMgxIwAu/?utm_medium=share_sheet

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев