Коронавирус чирӗ шӳтлемест, вăл вӗлерме пултарать

Врачсем хăйсене лайăх туяççӗ, кăмăлпа ӗçлеççӗ. Вӗсене черетлӗ отпусксене те яма май пур
Кану вăхăтне тухтăрсем хамăр республикăрах ирттерме сӗнеççӗ. Мӗншӗн тесен Раççейри чылай регионра санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ Тутарстанринчен япăхрах. Турцие канма вӗçес текенсене те, хăйсен сывлăхне тӗрӗслесе тăнисӗр пуçне, страховкăн сумми мӗнле пуласси пирки кăсăкланма сӗнеççӗ. Вăл пӗчӗк пулсан ют çӗршыври медицина коронавирус инфекцийӗпе кӗрешнӗшӗн нумай укçа ыйтма пултарать. Тӗслӗхрен, Америкăра ИВЛ аппарачӗпе сиплеме пӗр çынран 1,2 миллион доллар илме пултараççӗ. Çавăнпа та лару-тăру лайăхланиччен ют çӗршывсене кайма сӗнмеççӗ пирӗн тухтăрсем.
– Коронавируспа чирленисемпе ӗçлекен Тутарстан медикӗсем хăйсене мӗнле туяççӗ? – тесе ыйтрăмăмр эпир пресс-конференцие килнӗ ТР сывлăх сыхлав министрӗн пӗрремӗш çумӗнчен Эльмир Абашевран.
– Чирлисен шучӗ республикăра пӗтӗмӗшле чакса пынине шута илсен, эпир часах округсенчи пульницасене те яланхи режимра ӗçлеме куçарма палăртатпăр. Тӗслӗхрен, çитес эрнере Çырчаллинчи пульницасенче ӗç условийӗсене улăштарма палăртнă. Врачсем хăйсене лайăх туяççӗ, кăмăлпа ӗçлеççӗ. Вӗсене черетлӗ отпусксене те яма май пур.
Çав вăхăтра июлӗн 30-мӗшӗ тӗлне Тутарстсанра коронавирус ертнӗ 35 çӗнӗ тӗслӗх тупса палăртнă. Вӗсенчен 12-шне пульницана вырттарнă, 23-шне килӗсене сипленме янă. Чирлисем Хусантан –14 çын, Тури Услонпа Анат Камăран – 4-шар, Çырчаллирен, Атня, Пӗкӗлме, Ешӗлвар районӗнчен – 2-шер çын, Пăва, Кукмор, Лайăш, Саба, Чистай районӗнсенче пӗрер çын чирленӗ.
ИВЛ аппарачӗсен айӗнче 40 çын выртать, стационарсенче 495. Пандемия пуçланнăранпа çак вăхăта çити коронавирусран 41 çыннăн пурнăçӗ татăлнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
27 января 2021 - 10:52Ҫӗнӗ медцентрта оборудовани те ҫӗнӗ Медучреждени талӑкӗпех Хусанти Вахитовски, Приволжски, Советски районӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ1300
-
26 января 2021 - 19:43Тонировкӑна ытлашши тӗттӗм тунӑшӑн 300 водителе явап тыттарнӑ ГИБДД сотрудникӗ нарушение асӑрханӑ хыҫҫӑн водителе тонировкӑна нормӑна кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарать9000
-
26 января 2021 - 17:41Электросамокатпа ӳсӗрле ҫӳрекенӗн правине суд тавӑрса панӑ Мӗне чарман – ҫавна юрать6200
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ8100
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр8200
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне8900
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ127500
-
24 января 2021 - 11:37Вăрçăран таврăнсан Иван Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗренсе учитель профессине илнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна 1941 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çара илнӗ. Кадрта шутланнă артиллериста тӳрех чи хӗрӳ çӗре – оруди командирӗ туса Çурçӗр-Анăç фронтне ăсатаççӗ. Нева çинчи Дубровкăра «пӗчӗк лапамри», Ладога кӳлли çывăхӗнчи çапăçусене хутшăннă. Кайран «Пурнăç çулӗпе» каçса Волхов фрончӗпе пӗрлешнӗ те Мга хули патӗнчи çапăçусенче пулнă. Çавăн чухне И.И.Афанасьев лейтенант аманнă, тăшман пульли сулахай кăкăр витӗр тухса йывăр суранлатнă.Тухтăрсемпе медсестрасем тăрăшни харама кайман – чăваш каччи каллех строя юрăхлă пулать. Вăл каллех хăй полкне лекет, халӗ ӗнтӗ ăна танксене пӗтерекен 45-мм пушкăсен батарея командирӗ пулма уйăраççӗ. Ленинграда хӳтӗлес, Прибалтика çӗршывӗсене ирӗке кăларас çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Хастарлăхшăн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медаль илме тивӗçнӗ.19802
-
24 января 2021 - 11:06Раççее хирӗççисем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн-ши? Е мӗнпе вӗçленнӗ çӗршыври митингсем? Ӗнер Раççейӗн пысăк хулисенче митингсем иртрӗç. Федераллă влаçа хирӗççисенчен ытларахăшӗ пурнăç курман, психика енчен çирӗпленсе çитмен çамрăксем. Вӗсен хушшинче пенсирисем те пăт-пат пур. Паллă ӗнтӗ, вӗсем хăйсен хӗсӗк пурнăçӗпе кăмăлсăр. Анчах хӗтӗртекенсем вӗсене ырă пурнăç туса парас çук.Çил ăçтан вӗрни паллă ӗнтӗ. Раççее хирӗç çӗршывсем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн ахăр. Кунта акă мӗн чи хăрушши: çак ӗçе пирӗн ачасене явăçтарни. Хӗтӗртекенсем хăйсем хăрушсăр çӗрте лараççӗ, пирӗн ачасем вара çак йӗркесӗрлӗхре аманма е пурнăçне çухатма та пултараççӗ. Мӗнле калас, çӗршыв тăшманӗсемшӗн пиçсе çитмен çамрăксем тӗллеве çитермелли инструмент кăна.19700
-
25 января 2021 - 18:49Хусанти сывлӑш температури 1985 ҫулхи рекордпа танлашнӑ Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри сывлӑш температури тунтикун -3 градусран пуҫласа +3 градуса ҫити пулнӑ14500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика