Коронавирус инфекцийӗ Раççейре хумсемпе çӳрет
Виççӗмӗш хумӗ çуркунне пулчӗ тесен, тăваттăмӗшӗ унран та хăватлăрах иккенне халӗ пурте куратпăр. Паянхи куна Тутарстанра 252 çынра коронавирус инфекцине тупнă. 46 çынна госпитализациленӗ, 206-шӗ килте сипленеççӗ.
Больницана выртнисене те – сывлăхӗ лайăхланма тытăнсанах килӗсене сипленме ăсатаççӗ. Мӗншӗн тесен пушă койкăсен фончӗ – тухтăрсем чирпе еплерех кӗрешнин кăтартăвӗсен шутне кӗрет.
Йышлă кăтартусем яланхи пекех Хусанпа Çырчаллинче. Чистайра 10, Анат Камăра, Пӗкӗлмере 7-шер, Элметпе Çӳльту тата Теччӗ районӗсенче пилӗшкер çын чирленӗ.
Коронавирусăн тăваттăмӗш хумӗ Раççейшӗн хальлӗхе чи йывăрри. Çӗршывра юлашки талкăра 39 160 çынна Covid-19 чирлет тесе диагноз лартнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев