Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавирус инфекцийӗпе кӗрешсе 80 медик чирленӗ

Пурӗ республикăна чире 247 çын илсе кӗнӗ, çав шутра 61 çын чикӗ леш енчен.

Паян Хусанта Тутарстанри санитарипе-эпидемиологи лару-тăрăвӗ мӗнлерех пулни çинчен журналистсене республикăри Роспотребнадзор управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина тата Хусан Ӗçтăвкомӗн Сывлăх сыхлав управленийӗн начальникӗ, ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков каласа пачӗç.     

 

Хальхи вăхăтра Тутарстан эпидемирен тухас иккӗмӗш тапхăра куçнă. Виççӗмӗш тапхăра куçма, çавна май чарусене çăмăллатма, сахалтан та икӗ эрне вăхăт кирлӗ. Тата санитарипе эпидемилоги лару-тăрăвӗ тăнăçлă пулмалла: инфекци пульницисенче пушă койкăсен хисепӗ 50 процентран кая пулмалла мар, коронавирус чирне ертнӗ çынсен шучӗ чакса пымалла.

Пурӗ республикăна чире 247 çын илсе кӗнӗ, çав шутра 61 çын чикӗ леш енчен. Ку вăл пӗтӗмӗшле кăтартăвăн 6 проценчӗ. 2340 çын чирлӗ çынсенчен ертнӗ коронавирус инфекцине (58 процент).1414 çын чире мӗнле тата хăçан ертнине тупса палăртайман.

Внебольничная текен пневмонияпа 25 процент, çăмăл тата симптомсăр 62 процент. Йывăр форма 1,3 процент – ку вăл пурӗ 55 çын.

Коронавирус республикăри 716 ӗç коллективӗнче сарăлма ӗлкӗрнӗ, ку вăл çынсем ушкăнпа чирлес «вучахсем».

Вируса ертмен, анчах контактлă 1733 çынна тухтăрсем сăнаса тăраççӗ. Пурӗ çакнашкал сăнав витӗр 6 пин ытла çын тухнă.

Халăх 18 лабораторире тест иртме пултарать. Кунне вăтамран илсен 5000 тӗпчев иртет. 9 частный лабораторире укçа тӳлесе юнри антителосене тӗрӗслеттерме пулать. Çак тапхăрта 6000 яхăн çын иммунитетне тӗрӗслеттернӗ, вӗсенчен 5 проценчӗн юнӗнче коронавируса хирӗç кӗрешекен иммуноглобалин G класслă антителосем пур.

 

Коронавируспа кӗрешекен тухтăрсем Тутарстан Республикине 5 округа пайланă. Кашни округра провизор госпиталӗсем пур. Унта ОРВИ тата пневмония симптомӗсемлӗ пациентсене илсе килеççӗ. Пациентсене унта «COVID+» е «COVID–» диагноз лартнă хыççăн, вӗсене Хусана респираторлă госпитале илсе килеççӗ. Унта икӗ диагнозлă çынсем валли те вырăн хатӗрленӗ. 5 округра 34 госпиталь ӗçлет. Хальхи вăхăтра ИВЛ аппарачӗсене 52 çын вали хатӗрленӗ.

ТР Сывлăх сыхлав системинче ӗçлекенсенчен 80 медик коронавируса ӗçре ертнӗ.

Любовь Авдонинăна эпир те ыйту патăмăр.

– Любовь Геннадьевна, Эсир Тутарстанпа кӳршӗллӗ регионсенче санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ мӗнле пулнине сăнаса тăратри? Тӗслӗхрен, Чăваш Республикинче пурăнакан çынсен шучӗ Тутарстанпа танлаштарсан виçӗ хут сахалтарах. Çав вăхăтра коронавирус ертнисен шучӗ унта пиртен иртет. Республикăсем чылай районпа (Çӗпрел, Пăва, Апас, Кайпăç, Ешӗлвар) чикӗллӗ пулнине шута илсен, вируса унтан илсе кӗрес хăрушлăх çук-и?

– Ситуацие тимлесе тăратпăр, кӳршӗсемпе те Атăлçи округӗпе те. Хăрушлăх пур. Çавăнпа та эпир кӳршӗ регионсене канма е хăнана тухса çӳреме сӗнместпӗр. Паян эпир чарусене пӗчӗккӗн пăрахăçласа пыратпăр пулсан та, профилактика мелӗсем çинчен манса каймалла мар. Вӗсем пӗрремӗш вырăнта пулмалла. Тепӗр енчен, самоизоляци режимӗ те пирӗн пӗтӗмпех пăрахăçланман-ха, уйрăмах 65-рен аслăраххисене пырса тивет çакă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев