Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавирус: мӗн мурӗ вӑл?

Вӑл сывлӑш-тумлам урлӑ кӑна мар, алӑран алла ерекен чир пулнипе те хӑрушӑ

 

Çӗнӗ çул пуçланнăранпа пысăк хăвăртлăхпа сарăлакан 2019-nCoV Китай вирусӗ Раççейре хальлӗхе питех палăрмарӗ-ха, Байкалпа Тюмень тăрăхӗнче икӗ Китай çынни чирленине кăна хыпарларӗç. Медицина ӗçченӗсем коронавирус ахаль грипран хăрушăрах мар теççӗ пулсан та сисчӗвленмелли пурах.

Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ январӗн 30-мӗшӗнче коронавирус тӗнче шайӗнчи чрезвычайлă лару-тăру тесе палăртсан та суту-илӳ, çулçӳрев енӗпе чарусем тумарӗ. Ученăйсен шучӗпе вара эпидеми масштабӗ паянхи кăтартусенчен самай пысăк. Мӗншӗн тесен 2019-nCoV вирус çаклатнă пӗр çын тепӗр 2-3 çынна ертет, унтан икшер хут ӳссе кăна пырать. Вирусăн инкубаци тапхăрӗ икӗ эрнене яхăнах тăсăлнине кура çын хăй чирленине тӳрех сисеймест. Февралӗн 4-мӗшӗ тӗлне, тӗслӗхрен, тӗнчери статистика çапларахчӗ: коронавируспа 20574 (пӗр кун маларах 17335) çын чирленӗ, вӗсенчен 20386-шӗ Китайра, 426-шӗ вилнӗ.
Аса илтеретпӗр, Китайпа Раççейсӗр пуçне ку чир Таиландра, Японире, Сингапурта, Тайваньре, Австралире, АПШра, Германире, Кăнтăр Корейăра, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмиратӗнче, Индире, Испанире, Швецире – пӗтӗмпе 23 çӗршывра палăрнă.

​ Ăçтан пуçланнă?
2019-nCoV вирус Кăнтăр Китайри Ухань хулинче çулталăк пуçламăшӗнче, хăш-пӗр источниксем тăрăх, декабрь вӗçӗнче палăрнă. Ăна Уханьти​ тинӗс продукчӗсен пасарӗпе çыхăнтараççӗ.​ Кунта тинӗс чӗрчунӗсемсӗр пуçне чăх, çара çерçи, кроликсем, çӗленсем те сутаççӗ.​ Малтан чире çӗленсем сараççӗ текен шухăш та пулчӗ, каярах​ çара çерçипе çыхăнтарчӗç. Сăмах май, çак чӗрчунсем кунта деликатес шутланаççӗ.

Мӗнле сарăлать?
2019-nCoV вирус сывлăшпа (ӳсӗрсен, апчхи тусан) тата япала тăрăх куçать. Калăпăр, ӳсӗрсен е апчхи тусан вируслă сурчăк пӗрчисем таврари япаласем​ – алăк хăлăпӗ, лифт тӳми тата ытти çине лараççӗ. Çав япаласене перӗннӗ алăпа сăмсапа куçа сăтăрсанах чир куçать. Кунта чи интересли, çапла майпа сарăлакан вирус япаласем çинче 5 кун таранах пурăнать.

Чир паллисем
Раççей Сывлăх сыхлав министерстви палăртнă тăрăх, вирусăн пирвайхи симптомӗсем: температура ӳссе кайни, типӗ ӳслӗк, сывлама йывăрланни, вар-хырăм пăсăлни. Çак симптомсем палăрсан тӳрех больницăна васкамалла, мӗншӗн тесен 2019-nCoV вирус ернине анализсем тăрăх кăна пӗлме пулать. Килте хăвăр пӗлнӗ пек сипленсен чир ӳпке шыççине куçнипе вилес хăрушлăх пысăк. Шел те, хальлӗхе ку вирусран вакцина çук. Тухтăрсем пӗртен-пӗр профилактика кăна​ сӗнеççӗ, вăл – алла час-часах супăньпе çумалла.

Посылкăпа куçать-и?
Нумайăшне 2019-nCoV вирус посылка урлă та куçать-ши текен шухăш канăç памасть. РФ Патшалăх Думин депутачӗ Виталий Милонов коронавируса пула Китайри интернет-лавккасенчен килекен​ посылкăсене вăхăтлăха йышăнма чарма сӗннӗ. Анчах Пирогов ячӗллӗ РНИМУ инфекци чирӗсен кафедрин ертӳçи В.Никифоров профессор вирус кун пек майпа куçма пултарайманнине çирӗплетет, мӗншӗн тесен вирус организма лекмесен темиçе кунран вилет.
Ирина КУЗЬМИНА.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев