Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавирус ниҫта та ҫухалман, вӑл пирӗн хушӑрах

Пульницана ИВЛ айне ҫаклансан тин этем "мӗншӗн асӑрханмарӑм-ши" тесе ӳкӗнме тытӑнать, автан сӑхсан. Миҫе ҫынна ҫухатрӑмӑр ӗнтӗ эпир ҫавӑн пек?..

Вӑл хӗвел хӗртнӗ хыҫҫӑн ирӗлекен юр та мар, шӑрӑхпа типекен лупашка та мар. Хӑрушӑрах. Ҫакна хӗвел пӑхнипе юр ирӗлнин шайӗнче шухӑшлакансем ниепле те ӑнланасшӑн мар.

Ӗнер кӑна Тутарстанри виле касакан патологоанатомсем 5 ҫын коронавирусран вилнӗ тесе хут ҫырса панӑ: 1939, 1949 ҫулхи арҫынсем тата 1951,1955,1956 ҫулхи виҫӗ хӗрарӑм. Ҫак статистикӑна вуласан хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ҫулӗпе танлаштарма тытӑнӗ. Анчах та ку йӑнӑш. Вирус ҫамрӑксене те хӗрхенмест. Тутарстанра коронавирусран 616 ҫын вилнӗ, вӗсен хушшинче ватӑсем кӑна мар. Пневмонийӑран миҫен вилнӗ? Чӗрепе аптӑраса миҫе? Вӗсене шута илсен, кӑтартусем хӑрушӑ пулса тухаҫҫӗ.
Коронавируспа вӑйлӑ чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн сывлӑха тимлӗн сӑнамалла.
Изоляци мар-тӑк, пӗтӗмӗшле вакцинаци кӑна ҫӑлма пултарать этемлӗхе. Ҫакна унччен пулса иртнӗ мур эпидемийӗсен тӗслӗхӗ лайӑх кӑтартса пачӗ. Анчах та шкулта истори урокӗсенче итлемесӗр ларнӑ ҫынсен астӑвӑмӗ кӗске.
Прививка тума килӗшменнисем "корона" укол тунисене те ерет теҫҫӗ. Пулма пултарать. Мӗншӗн тесен чирӗн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ, эмел хальлӗхе илеймен мутацийӗсене тупса палӑртаҫҫӗ тухтӑрсем. Вакцинаци иртмесӗр халӑх чире вӑйлӑрах пулма май туса парать. Ҫакӑ чи хӑрушши. Пульницана ИВЛ айне ҫаклансан тин этем "мӗншӗн асӑрханмарӑм-ши" тесе ӳкӗнме тытӑнать, автан сӑхсан. Миҫе ҫынна ҫухатрӑмӑр ӗнтӗ эпир ҫавӑн пек?..

Тен, хӑшӗсем чире сисмесӗрех, "ура ҫинче" чӑтса ирттереҫҫӗ пулӗ. Анчах вӗсем ӑна ытти, вӑйсӑртарах иммунитетлӑ ҫынсене ертме пултарни коронавируса халӗ те ҫӗнтерме памасть.
Августӑн 1-мӗшӗнче Тутарстанри 18 районпа хулара коронавирус ертнӗ 51 ҫӗнӗ ҫынна шута илнӗ, 13-шне больницасене вырттарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев