Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавирус шала кайнă чире çаврăнаймасть

Паяна Тутарстанра 42 çынра Covid-19 чире тупса палăртнă. Пӗр çын – ют регионран килни, теприсем хамăр патра тӗлпулнă чирпе. 13 çынна пульницана вырттарнă, 29-шӗ килӗсенче сипленет

Эсир коронавирус çинчен хыпарсене вуласа ывăнмарăр-и? Апла пулсан малалла кайрăмăр.
Яланхи пекех лару-тăрупа журналистсене республикăри Роспотребнадзор управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина тата Хусан Ӗçтăвкомӗн Сывлăх сыхлав управленийӗн начальникӗ, ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков паллаштарчӗç.    

Паяна Тутарстанра 42 çынра Covid-19 чире тупса палăртнă. Пӗр çын – ют регионран килни, теприсем хамăр патра тӗлпулнă чирпе. 13 çынна пульницана вырттарнă, 29-шӗ килӗсенче сипленет.
Чир сарăлнин географийӗ çакнашкал: Хусан –20, Çырчалли – 7, Нурлат – 33, Анат Кама, Çӳльту тата Лайăш районӗсем – икшер,  Аксу, Арск, Тури Услон, Ешӗлвар, Кайпăç, Рыбно-Слободски районӗсенче – пӗрер çын.
Пурӗ июнӗн 29-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра 4514 çын COVID-19-па чирленӗ, 3362 çын сывалнă. Сипленӳре 1137 çын юлать.
Тутарстанри пульницасенче çак чирпе кӗрешме 4728 койка-вырăн хатӗрленӗ. Кун çинчен черетлӗ пресс-конференцире ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков пӗлтерчӗ. Вăл каланă тăрăх, Раççейре коронавирус инфекцийӗпе кӗрешме пуçланăранпа федераллă ведомство сиплев меслечӗн ӗнтӗ 7-мӗш рекомендацине профильлӗ пульницасене çитернӗ.
«Кӳршӗллӗ регионсенче Covid-19-тан вилекенсем мӗншӗн Тутарстанринчен ытларах?» тесе ыйтсан Владимир Владимирович çапларах хуравларӗ:

– Пӗрремӗш чирлисем пирӗн пульницасене выртма тытăнсанах эпир çакна ăнланса илтӗмӗр: ку лару-тăрура коронавируса хирӗç кăна мар, ытларах йывăр чирлисен пурнăçӗсемшӗн кӗрешмелле. Çак тӗллеве пурнăçлани кунашкал результатсем парать те. Унтан пирӗн çӗнӗрех оборудованипе, вăйлăрах специалистсемпе тивӗçтерӗннӗ медицина центрӗсем (Инфекци пульници, РКБ, Хусанти 7-мӗш пульница) сывлăхӗ хăрушлăхра пулнă пациентсене йышăнни, çăмăлрах чирленисем ытти медицина учрежденийӗсенче сипленни те лару-тăрăва контрольте тытма пулăшрӗ.

– Коронавирус чирӗ хроническине куçма пултарать-и? – ыйтрăмăмр В.Жаворонковран. – Калăпăр, чирлӗ çынран тапхăрăн-тапхăрăн 6 хут анализ илнӗ, 6 хутӗнче те унран Covid-19 тухманни паллă пулнă, мӗн чухлӗ вăхăт иртсен те.

– Грипп хронический пулаймасть вӗт. Ку чир те çавăн пекех. 6 хутӗнче те анализсем «положительный» пулни сиплев вăраха тăсăлнине çеç пӗлтерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев