Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавирус вӑхӑтӗнче те спектакль курас килет

Паян Мари патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ "Похождения Горюхина" комедие кӑтартать. Ку спектакле те, ыттисене те синхронлӑ куҫарса пыраҫҫӗ

 

Шупашкарта Регионсем хушшинчи ҫамӑк куракан театрӗсен тата яш-кӗрӗм театрӗсен "Атӑл юмахӗ" фестивалӗ ноябрӗн 22-мӗшӗччен иртет.
Ноябрӗн 17-мӗшӗнче кӑнтӑрла Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ фестивалӗ пуҫланӑ "Чи хаклӑ пуянлӑх" историлле легендӑна сӳтсе явнӑ.
"Атӑл юмахне" тутарстансем те хутшӑннӑ. Ӗнер каҫпа Хусанти Г.Кариев ячӗллӗ тутар патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ "Микулай" спектакле кӑтартнӑ. Чӑвашсемпе тутарсене пӗрлештерсе тӑракан крешӗнсен пурнӑҫне тӗпе хуракан спектакльпе кайнӑ вӗсем фестивале.  Мансур Гилязовӑн пьесси глобализаци тапхӑрӗнче пӗчӗк халӑхсен чӗлхи, культури, йӑлисем петсе пынин проблемине хускатать.
Паян Мари патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ "Похождения Горюхина" комедие кӑтартать. Ку спектакле те, ыттисене те синхронлӑ куҫарса пыраҫҫӗ.
Фестивалӗн мен пур мероприятийӗ ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ сарӑласран йышӑннӑ хӳтӗленӳ рекомендацийӗсене пӑхӑнса иртет, тесе пӗлтерет ЧР Культура министерствин пресс-служби.

Сӑӳкерчӗксем ЧР Культура министерствин пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев