Сувар

Коронавируса хирӗҫ кӗрешнӗшӗн

Владимир Путин Тутарстанри икӗ санитари врачне Пирогов орденӗпе наградӑланӑ

Раҫҫей Президенчӗ Covid-19па кӗрешекен медицина ӗҫченӗсене Пирогов ячӗллӗ орденсемпе тата Лука Крымский ячӗллӗ медальсемпе наградӑласси ҫинчен калакан Указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Документа Кремлӗн сайтӗнче пичетленӗ.

Пурӗ 200 медик тата санитари врачӗ, ҫав шутра Роспотребнадзорӑн Тутарстанри Управленийӗн ертӳҫи Марина Патяшина тата управленин уйрӑм пуҫлӑхӗ Луиза Борисова Президент наградине тивӗҫнӗ.

"Коронавирус инфекцине сарӑлма чарас ӗҫе йӗркеленӗшӗн Пирогов орденӗпе наградӑлас", – тенӗ Указра.

Пирогов орденӗпе Лука Крымский медальне ҫӗршыв пуҫлӑхӗ 2020 ҫулхи июнь уйӑхӗнче учреждат тунӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: