Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавируслисене сиплекен медиксене чи малтан прививка тӑвӗҫ

Министр ҫумӗ хушса каланӑ тӑрӑх, вакцинацие ӗҫ вырӑнӗнчех йӗркелӗҫ

 

Тутарстанра "Спутник V" вакцинӑна чи малтан медицина ӗҫченӗсене тӑвӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Владимир Жаворонков каласа панӑ.
"Эпир палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере пирӗн пата "Спутник V" вакцинӑн пӗрремӗш пин дози ҫитмелле. Чи малтан медрабртниксем, уйрӑмах коронавируспа чирлисемпе ӗҫлекенсем вакцинациленӗҫ", – тесе палӑртнӑ спикер.
Министр ҫумӗ хушса каланӑ тӑрӑх, вакцинацие ӗҫ вырӑнӗнчех йӗркелӗҫ. Ӑна поликлиникӑсен мобильлӗ бригадисем тӑваҫҫӗ.
Прививка умӗн медиксен коронавирус патне антителосем пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе ПЦР-мазок илӗҫ. Ҫак процедурӑсем вӗсемшӗн тӳлевсӗр пулаҫҫӗ.
Хатӗрленӳ мероприятийӗсем ӗнтӗ пуҫланнӑ, препарата упрамалли вырӑнсене хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев