Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавирусӑн иккӗмӗш хумне ҫӗкленме памастпӑр

Паян эпир унпа мӗнле кӗрешмеллине пӗлетпӗр. Хамӑра мӗнле тытмаллине: маскӑсем, перчеткесем, социаллӑ хутлӑх

Коронавирус сарӑлнин иккĕмĕш хумӗ ан пултӑр тесе республикӑра Роспотребнадзорӑн мӗн пур санитари рекомендацийӗсене пӑхӑнса пыраҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен паянхи онлайн-эфир вӑхӑтӗнче Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов каланӑ.
Вӑл аса илтернӗ тӑрӑх, Covid-19 пандеми пуҫламӑшӗнче ҫак пысӑк чӑрмава хирӗҫ мӗнле хирӗҫ тӑмалли ҫинчен никам та вӗҫне ҫити пӗлмен. Пӗр вӑхӑтрах больницасен профилӗсене улӑштарма, медперсонала хӳтӗленӳ хатӗрӗсемпе тивӗҫтерме, эффективлӑ чарусене кӗртме тивнӗ.
"Вӑтам тата пӗчӗк бизнес, ресторансем, туризм сфери вӑйлӑ хур тӳсрӗ. Пысӑк бизнесатта ҫӑмӑл пулмарӗ, мӗншӗн тесен пандемипе пӗрле нефть хакӗсем нумая чакрӗҫ тата чикӗсем хупӑнчӗҫ. Никам та кӗтмен пулӑмсем нумай пулчӗҫ", – каласа панӑ ТР Президенчӗ.
Ун сӑмахӗсемпе пандеми лару-тӑрӑвӗ Тутарстан влаҫӗсемшӗн профессионализм тата эффективлӑх экзаменне ҫаврӑннӑ. Регион ҫак ҫӑмӑл мар вӑхӑта ҫӗнтернӗ результатсем республика тӗрӗслев витӗр тивӗҫпе тухнине кӑтартаҫҫӗ.
" Иккӗмӗш хум кӗтмелле-и пирӗн? Паян эпир унпа мӗнле кӗрешмеллине пӗлетпӗр. Хамӑра мӗнле тытмаллине: маскӑсем, перчеткесем, социаллӑ хутлӑх. Эпир Роспотребнадзорӑн рекомендацийӗсене ҫирӗп пӑхӑнса пырса коронавирусӑн иккӗмӗш хумне ҫӗкленме памастпӑр", – тесе пӗтӗмлетнӗ Рустам Минниханов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев