Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавируспа чирленӗ вӑхӑтра гипокси ҫынсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра пуçланнипе хăрушă.

Вӑл этем вилме пултарассине самай ӳстерет. Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳсене Америкӑри Кливленд медицина центрӗн врачӗсем тунӑ. Вӗсен тӗпчевне JAMA Networks журналта пичетленӗ

Пӗтӗмлетӳсене медучрежденири 5,4 пин   пациентӑн анализӗсене танлаштарнӑ хыҫҫӑн тунӑ. Специалистсем коронавируспа пӗрле хӑйсене палӑртакан чӗре тата ӳпке чирӗсене, рака, туртнине тӗпченӗ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра сывлани пӑсӑлни коронавирусран вилессине 31 процента ӳстернине палӑртнӑ. Анчах та ҫав вӑхӑтрах, гипоксия коронавирус ертессипе нимле те ҫыхӑнманнине те асӑрханӑ тӗпчевҫӗсем.
Пандеми пуҫланнӑранпа тӗнчере 250,7 миллион ытла ҫын COVID-19-па чирленӗ. Вирус 5 миллион ытла ҫыннӑн пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев