Сувар

Коронавируспа чирлесе ирттернӗ ватӑ медиксене манмаҫҫӗ

Тутарстанри 16 районти поликлиникӑсенче ӗҫлекен 49 ҫын Covid-19-па чирленӗ хыҫҫӑн санаторисенче реабилитаци иртӗҫ


Ҫакӑн ҫинчен ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Татьяна Ларионова «Технологии добра» социаллӑ форумра пӗлтернӗ.
"Паян эпир тата тепӗр ҫӗнӗ проекта пуҫаратпӑр. Поликлиникӑсенче ӗҫлекен 49 медикс ковид хыҫҫӑнхи реабилитаци кирлӗ. Хӗрарӑм-депутатсем медиксен ҫак категорийӗсене тимлӗхе илнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра эпир вӗсене Тутарстанри санаторисене яратпӑр", – тесе пӗлтернӗ депутат.
Ларионова сӑмахӗсемпе, Covid-19 чирӗпе тӗлпулнӑ поликлиника врачӗсен хушшинче 65 ҫултан ирнӗ ҫынсем те пур.
"Чи аслӑ врач 85-ре. Ку вӑл Лениногорскри тӗп район больницин ӗҫченӗ. Шел пулин те вӑл та коронавируспа чирлесе ирттернӗ",– палӑртнӑ парламентарий.
Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ районсенчи депутатсем те ҫак ӗҫе хутшӑнасса шанать.
«Единая Россиян» #СпасибоВрачам акцийӗ пынӑ вӑхӑтра Тутарстанри мӗн пур Covid-госпиталӗнчи "хӗрлӗ зонӑсенче" ҫӗнӗ ҫул уявӗсен вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ медиксем валли уяв торчӗсем леҫсе панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: