Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавируспа кӗрешес вăрçăра медицина ӗçченӗсем малти ретре тăраççӗ

«Газель-некст» автомобиль никӗсӗнче туса хатӗрленӗ «скорăйсенче» çынсене пӗрремӗш пулăшу памалли тата васкавлă майпа больницăна илсе çитермелли хатӗрсем – çав шутра ковидпа чирленисене те – пурте пур.  

Кăçал Тутарстанри сывлăх сыхлав учрежденийӗсем 415 автомобиль илме пултарчӗç. Ку нихçан пулман япала. Çапларах çӗршыв кашни кун хăйсен çăмăл мар ӗçне тӳрӗ кăмăлпа пурнăçлакан тухтăрсемпе фельдшерсене тав тăвать. Коронавируспа кӗрешес вăрçăра медицина ӗçченӗсем малти ретре тăраççӗ. Çавăнпа та вӗсен ӗçне çăмăллатас тесе пӗтӗм условисем пулмалла.

Хусан Ратуши умӗнче районсенчен çӗнӗ «Васкавлă пулăшу» машинисен çӗнӗ партине илме килнӗ медиксене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Татьяна Ларионова саламларӗ. Вăл сывату учрежденийӗсенче ырми-канми çырсен пурнăçӗсене хăрушă чиртен çăлас тесе тăрăшакан медицина ӗçченӗсене чӗререн тав турӗ.

«Газель-некст» автомобиль никӗсӗнче туса хатӗрленӗ «скорăйсенче» çынсене пӗрремӗш пулăшу памалли тата васкавлă майпа больницăна илсе çитермелли хатӗрсем – çав шутра ковидпа чирленисене те – пурте пур.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X