Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коррупционерсемпе цифра ревизорӗ кӗрешме пуçланă

«Коррупци теветкеллӗхӗнчен цифровизаци хăтăлма пулăшать», – тет Хусан мэрӗн коррупцие хирӗç ыйтусен енӗпе канашçи Киям Беляев. Цифра йышăнăвӗсемсӗр Тутарстанра коррупцие хирӗç комплекслă мерăсем йышăнма çук тесе шутлать вăл. Коррупци преступленийӗсене цифровизаци вăхăтра тытса чарать çеç мар, профилактика туса аталанма памасть. Çак енӗпе паян республикăн пысăк хулисенче виçӗ ятарлă программа ӗçлет.

Пурăнмалли çурт-йӗр инфраструктурин 80 проценчӗ «Открытая Казань» проектра. 2023 çулта проект 100 проценчӗпех ӗçлесе каясса шанать К.Беляев, çак енӗпе ӗçсем пыраççӗ

«Коррупци теветкеллӗхӗнчен цифровизаци хăтăлма пулăшать», – тет  Хусан мэрӗн коррупцие хирӗç ыйтусен енӗпе канашçи  Киям Беляев. Цифра йышăнăвӗсемсӗр Тутарстанра коррупцие хирӗç комплекслă мерăсем йышăнма çук тесе шутлать вăл. Коррупци преступленийӗсене цифровизаци вăхăтра тытса чарать çеç мар, профилактика туса аталанма памасть. Çак енӗпе паян республикăн пысăк хулисенче виçӗ ятарлă программа ӗçлет. Вӗсем пулăшнипе закона пăсакана çийӗнчех йӗрлесе тытма пулать. Тата тепӗр ырă япала – интернет-проектсем коррупци теветкеллӗхне самай чакараççӗ. 

«Çулталăкра эпир 160 пин муниципаллă услугăпа тивӗçтеретпӗр, кашни эрнере пиншер заявлени илетпӗр, 50 пине яхăн муниципаллă контракт алă пусса килӗшетпӗр. Ку питӗ пысăк ӗç. Енчен те çаксене тимлемесен, тӗпчесе пӗтӗмлетӳсем тумасан коррупцие хирӗç ӗç илсе пыма çук. Виçӗ проект хута кайнă ку енӗпе, вӗсем хăйсене тӳрре кăларнă та», – тет Киям Беляев. 

Асăннă виçӗ проектран пӗри – «Право тӗрӗслевӗ, сăнавӗ». Вăл суд тытăмӗнчи документсен çаврăмне анализ тăвать. Программа юристсен ӗçӗнчи тӗрӗсмарлăха çиеле кăларать. Çапла майпа айăпа кӗнӗ сотрудника тӳрӗ кăмăллипе улăштарма пулать. 

Иккӗмӗш проект – «Контурлă хăрушсăрлăх». Чиновниксем пӗр-пӗринпе мӗн-тӗр пайлайманнине, тендерсем вылянтарнă чух ултавпа çӗнтерекенсене, çӗр лаптăкӗсемпе çыхăннă ыйтусене тимлет вăл. 

Виççӗмӗш проект – «Цифра ревизорӗ». Муниципаллă контролерсене, должноçри çынсене тӗрӗслеме тунă программа. Çак тытăма пула пур административлă яваплăх тыттарассин процесне пӗтӗмпех цифрăланă. Çакă пӗр çыннах йăнăшпа икӗ хут штраф тӳлессинчен те хӳтӗлет. Çак программăсем пӗр енчен патшалăх служащийӗсене йăнăш утăм тăвасран асăрхаттараççӗ, тепӗр енчен – чиновниксемпе граждансен хутшăнăвӗсене ансатлатаççӗ. 

«Открытая Казань» проект пирки те çакнах каламалла тесе ăнлантарчӗ Киям Айратович. 2011 çултанпа ӗçлет вăл. Пурăнмалли çурт-йӗрпе çыхăннă ыйтусемпе тухаççӗ портала хулара пурăнакансем. Паянхи куна 3390735 заявка йышăннă, вӗсенчен 3176481 ыйтăва тивӗçтернӗ. Киям Айратович каланă тăрăх, пурăнмалли çурт-йӗрӗн инфраструктурин 80 проценчӗ проектра. 2023 çулта проект 100 проценчӗпех ӗçлесе каясса шанать Беляев, çак енӗпе ӗçсем пыраççӗ. 

Информаци тытăмӗн диспут программи тата ӗçлет. Унта ытларах хула сăн-сăпатне улăштарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Администраци мӗнле те пулин строительство пуçарасси пирки ыйту лартать, çынсем ку ыйтăва ырласси-хурласси пирки онлайн талăкӗпех çырма пултараççӗ (ӗлӗкхи пек пуçлăх йышăнасса кӗтсе вăхăта çухатмасăр). Офлайн формат та паянхи кун ӗçлеме пăрахман. Çамрăксемпе ӗçлессине те ырана хăвармаççӗ: шкулсенче коррупцие хирӗç профилактика ирттерес тӗллевпе вӗренекенсем вăйăсем, конкурссем ирттереççӗ. Çамрăксене хавхалантарма çӗнтерӳçӗсене парнесем параççӗ.

Заявкăсене онлайн та, телефонпа та йышăнаççӗ. Пурăнмалли çурт-йӗр управленийӗнчен заявкăна пурнăçласса кӗтсе илеймен çын кӗске вăхăтрах, никама взятка памасăр, черетсенче ларса вăхăта çухатмасăр кил-хуçалăх ыйтăвне татса парать. Çапла майпа çын нуши çинче пуяс текен ултавçăсенчен те хӳтӗлет «Открытая Казань».

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество