Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коррупципе çыхăннă преступленисене профилактикăлас тӗлӗшпе йышăну иртет

Ноябрӗн 11-мӗшӗнче 10.00 сехетрен пуçласа 12.00 сехетчен Тутарстан Республикин Общество палатинче çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх сферинче коррупцие хирӗç кӗрешмелли ыйтусемпе çыхăннă йышăну пулать.

Юлашки çулсенче Тутарстан коррупцие хирӗç мерăсем йышăнассипе, республикăри ведомство тата муниципаллă шайсенче право практикине кӗртессипе ӗçсене йышлăлатнă. Коррупцие хирӗç программăсемпе çыхăннă мероприятисене пурнăçа кӗртнипе çакнашкал ӗç-хӗлте граждан обществин институчӗсен ролӗ ӳснӗ.

Коррупципе çыхăннă преступленисене профилактикăлас меслетсенчен пӗри вăл халăх хушшинче çутӗç ӗçне илсе пырасси. Ăна коррупцие хирӗç тăрас тӗлӗшпе çакнашкал общество приемнăйӗсем ирттерсе йӗркелеме пулать.

Республикăра пурăнакансен ыйтăвӗсене Тутарстан Республикин Президенчӗн Коррупцие хирӗç политикин ыйтăвӗсемпе ӗçлекен управленин, Тутарстан Республикин Прокуратурин, ТР Патшалăх çурт-йӗр инспекцийӗн, ТР Общество палатин Общество контролӗн комиссийӗн представителӗсем хуравлӗç. Çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх сферинче коррупцие хирӗç кӗрешмелли ыйтусемпе çыхăннă йышăну Хусанти Батурин урамӗнчи 7а çуртри : г. Казань, ул. Батурина, д. 7 А, зал 136-мӗш залра пулать.

Граждансен обращенийӗсене ТР Общество палатин Интернет-приемнăйӗнче 2022 çулхи ноябрӗн 11-мӗшӗнче 10:00 сехетчен https://oprt.tatarstan.ru/ipriem/message-form.htm ссылкăпа йышăнаççӗ тата йышăну кунӗнче «хӗрӳ линин» 8(800)350-44-72 телефонӗпе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев