Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коррупцие ача-пăча сочиненийӗпе пӗтерме пулсан-и....

«Хам ача чухне çырнă сочиненисене тупса вуларăм та тӗлӗнсех кайрăм. Чун-чӗрепе епле черчен те таса пулнă. Пурнăç çынна улăштарать çав... Шел пулин те. Эсир питӗ маттур. Ачаран коррупци обществăн тăшманӗ пулнине ăнланса ӳсетӗр. Çак туйăма нихăçан та ан çухатăр», – терӗ вăл ачасене саламласа. Власть çынна пăсать тенӗ евӗр пулчӗç ун сăмахӗсем.

Декабрӗн 4-мӗшӗнче Хусан Кремлӗнчи Представительство корпусӗ ачасен сассипе янраса тăчӗ. Çак кун кунта пӗтӗм республикăран шкул тата профессилле пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем, тӗрӗсрех каласан, коррупцие хирӗç кӗрешӗве халалланă республика  конкурсӗсен çӗнтерӳçисем пуçтарăнчӗç.

ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен пӗлтернӗ тăрăх, кăçал асăннă конкурса 487 ӗç ярса панă. Коррупцие хирӗçле кӗрешӗве халалланă творчествăлла ăмăртăва темиçе конкурс кӗрет. Плакатсемпе видеороликсене «Пӗлсе тăр, чар!», «Совесть – юлташ, коррупци – тăшман!» творчествăлла ӗçсен конкурсне ярса памалла пулнă. Сочиненисен республика конкурсӗ «Пуласлăха коррупцисӗр тăватпăр», тăван чӗлхепе çырнă эссесен республика конкурсӗ «Коррупцие «Çук!» тетпӗр» ятпа иртнӗ. Йӗркелӳçӗсем ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе ТР Президенчӗн Коррупцие хирӗçле политика ыйтăвӗсен управленийӗ.  
Жюри пайташӗсем тăватă номинаципе пурӗ 70 çӗнтерӳçе палăртнă. Ачасене чыслас церемоние ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ, ТР Коррупцие хирӗçле ӗç йӗркелӗвӗн комисси председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов, ТР Президент Аппарачӗн ертӳçин çумӗ, ТР Президенчӗ çумӗнчи Эксперт департаменчӗн ертӳçи Игорь Савельев, ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Дамир Фаттахов, ТР Прокурорӗн пӗрремӗш çумӗ Сергей Старостин тата ыттисем хутшăнчӗç. Мероприятие вӗсем ачасене дипломсемпе парнесем парас тӗллевпе килнӗ. Кашни сăмах илсе коррупци этемлӗхӗн тутăхӗ пулнине, унпа кӗрешме ачаран вӗрентни питӗ тӗрӗс пулнине каларӗç. «Коррупци граждан обществине сиен кӳрекен чир. Республикăра ятарлă конкурс йӗркелени питӗ тӗрӗс. Ку ӗçе Тутарстан Президенчӗ хăй тӗрев пани питӗ пӗлтерӗшлӗ», – терӗ Юрий Камалтынов хăй сăмахӗнче.
«Тутарстан Республикин муниципаллă йӗркеленӗвӗсен канашӗ» ассоциацин ертӳçине Экзам Губайдуллина итлеме кăсăк пулчӗ. «Хам ача чухне çырнă сочиненисене тупса вуларăм та тӗлӗнсех кайрăм. Чун-чӗрепе епле черчен те таса пулнă. Пурнăç çынна улăштарать çав... Шел пулин те. Эсир питӗ маттур. Ачаран коррупци обществăн тăшманӗ пулнине ăнланса ӳсетӗр. Çак туйăма нихăçан та ан çухатăр», – терӗ вăл ачасене саламласа. Власть çынна пăсать тенӗ евӗр пулчӗç ун сăмахӗсем.
Чыслас церемони тивӗçлӗ шайра иртрӗ. Номинаци çӗнтерӳçисене саламланă хушăра концерт номерӗсем те пулчӗç. Малтанласа видео, ӳкерчӗк, плакат хатӗрлесе ярса паракансене палăртрӗç, унтан сочиненипе эссе çыракансене. Вӗсен хушшинче чăваш ачисем те пур. Сăмах май, асăннă конкурса кашни çул чăваш шкулӗсен вӗренекенӗсем хастар хутшăнаççӗ. Кăçал пурӗ 16 ӗç ярса панă. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан сочиненисемпе эссесен пахалăхӗ ӳснӗ. Нумайăшӗн ӗçӗ пӗрпекрех, илсе кăтартнă тӗслӗхсем те. Интернетран уçласа илни сисӗнет. Паллах, кун пек ӗçсен çӗнтерес шанăç чакать. Сочинение ху çырнипе çырманни тӳрех курăнать вăл.
Пӗрремӗш вырăна Пăва районӗн Тури Лашчири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта 8-мӗш класра вӗренекен Михаил Андреев тивӗçрӗ, вӗрентекенӗ Лариса Андреева. Иккӗмӗш вырăна Теччӗ районӗн Çармăс ялӗнчи вăтам шкулăн 7-мӗш класс вӗренекенӗ Егор Добридень тухрӗ, вӗрентекенӗ Ольга Макарова. Виççӗмӗш вырăна вара Аксу районӗн Кивӗ Илтрекьелӗнчи вăтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Диана Маркитанова йышăнчӗ, вӗрентекенӗ Вера Ефимова.
Хусан Кремльне çӗнтерӳçӗсенчен Диана Маркитанова кăна килеймен. Кӳршӗ ялти шкулта вӗрентекен учительница Дианăн дипломӗпе парнине илсе хуçине çитерме шантарчӗ.
Хамăр енчен республика конкурсӗнче çӗнтернӗ ачасене вӗренӳре çитӗнӳсем тата çирӗп сывлăх сунатпăр. Экзам Саматович калашле, чун тасалăхне ӗмӗр тăршшӗпех упрама тăрăшăр. Пуласлăх сирӗн алăра-çке. Вăл епле пуласси вара хăвăртан килет.

Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.

Егор Добридень (сылтăмран виççӗмӗшӗ) тата Михаил Андреев (сылтăмран тăваттăмӗшӗ) çӗнтерӳçӗсен йышӗнче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование