Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Космонавт пулас тесен мӗн тумалла?

Апрелӗн 12-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче Авиаципе космонавтика кунне паллă тăвать. Эпир те çак куна халалласа хамăр библиотекăра кӗçӗн çулхи ачасем валли «Этем тата космос» пӗлӳ сехечӗ ирттертӗмӗр.

Ачасем çăлтăрсемпе планетăсен тӗлӗнтермӗш тӗнчине путрӗç, космонавтика аталанăвӗ пирки çӗннине нумай пӗлчӗç, пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин тата космоса парăнтарнă ытти çынсем çинчен каласа панине тимлӗн итлерӗç. 


Пӗчӗк вулакансем библиотекарь космос темипе хатӗрленӗ викторинăн ыйтăвӗсем çине хаваспах хуравларӗç, пӗрремӗш хӗрарăм-космонавт Валентина Терешкова, хамăрăн йăхташăмăр Андриян Николаев космонавт çинчен нумай пӗлчӗç. Библиотекарь ачасене космонавт пулас тесен спортпа туслă пулмалли çинчен ăнлантарчӗ.


Паллах, библиотекăра яланах тӗрлӗ тематикăпа хатӗрленӗ кӗнеке куравӗ пурах. Хальхинче вăл «Çăлтăр çулӗ» ятлăччӗ. Унта тăратнă кӗнекесенче космос, космонавтсем, çăлтăрсем тата планетăсем пирки нумай интереслине вуласа пӗлме май пулчӗ. 


Мария КАНАШЕВА,


Хупкӗпер ялӗн библиотекарӗ. 


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День космонавтики