Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОСМОНАВТПА ТӖЛ ПУЛНИ – ӖМӖР АСĂНМАЛĂХ

Апрелӗн 12-мӗшӗнче эпир çуллен Космонавтика кунне паллă тăватпăр. Çак кун шкулсемпе ача сачӗсенче çак куна халалланă мероприятисем, тӗрлӗ конкурссем иртеççӗ, массăллă хыпар хатӗрӗсем те çак паллă уявпа çыхăннă пулăмсене çутатаççӗ. Хальхи саманара, ав, алла смартфон тытса соцсетьсене кăна кӗмелле – тӗнче мӗн халпа пурăнни йăлт куç умӗнче. «Сувар» хаçатăн Ватсапри ушкăнӗнче тăракансем те паянхи кунпа тан утаççӗ. Космонавтика кунӗнче пирӗн туссем пӗрин хыççăн тепри космонавтикăпа, космонавтсемпе çыхăннă асаилӗвӗсене çырма пуçларӗç: хăшӗ хисеплӗ ентешӗмӗрпе Андриян Николаевпа куçа-куçăн тӗл пулнă, тепри Гагарин ӳснӗ, пурăннă вырăнсенче хӗсметре тăнă, пӗрремӗш космонавтăн хӗрӗпе тӗл пулнă... «Сувар» тусӗсен асаилӗвӗсемпе сире те паллаштаратпăр, хисеплӗ вулакансем

Владимир ЛЕВУКОВ (Тольятти):
Тӗлӗнмелле хумхануллă, манăçми тӗлпулусем пулчӗç пирӗншӗн Мускавра 2004 çулхи май уйăхӗн вӗçӗнче иртнӗ Акатуйра. Чи хакли – чăваш ятне тӳпене çити çӗкленӗ космос паттăрӗпе, СССР летчик-космонавчӗпе Андриян Григорьевич Николаевпа калаçни, унпа юнашар тăрса асăнмалăх сăн ӳкерӗнни кăна мӗне тăрать. Питӗ ырă кăмăллăскер, пирӗнпе чăвашла кăна калаçрӗ ентешӗмӗр. Эпӗ ăна хамăн «Авăра кӗрсе юлнă шыв» кӗнекене парнелерӗм. Савăнчӗ: «Тавтапуç, вуласа тухатăпах», – терӗ. Анчах та вулама ӗлкӗрчӗ-ши? Акатуй хыççăн нумай та вăхăт иртмерӗ радиопа Андриян Григорьевич вилсе кайни çинчен пӗлтерчӗç. Ӗненес те килмест... Йăрăс пӳллӗскер, сăпайлă çын ытла патвар тытрӗ-çке хăйне, куçӗсем çивӗч курăнатчӗç-ха унăн. Пирӗнпе калаçнă чух йăл кулă çиçрӗ пичӗ çинче... Пӗрремӗш те юлашки хут курма тиврӗ иккен пирӗн ăна. Çак сăнӳкерчӗк вара ӗмӗр асăнмалăх юлчӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев