Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кострома облаçӗнчи ял халăхне улталас текене хăйне улталанă

Çапла майпа поселенин малтанхи пуçлăхӗн хăрушă тӗлӗкӗнче те тӗлленмен сценарий пурнăçа кӗнӗ

Сентябрьти суйлавсем тӗлӗнтерме пăрахмаççӗ.

Эпир август уйăхӗнче чăваш эстрада çăлтăрӗсем Шупашкар хула думине суйланма хатӗрленни çинчен пӗлтернӗччӗ. Анчах та Алексей Московский юрăçа ун майлă подписьсене тӗрӗс мар пуçтарнă тесе суйлав процедури патне те çывхартман. Евгений Григорьевăн ячӗпе хушаматне суйлав бюллетенӗсем çине çырнă. Анчах  та шоумен суйлав участокӗнче явка 42 процент кăна пулнă. Вăл 737 сасă çеç пуçтарма пултарнă. Ку вăл пӗтӗмӗшле сасăлакансен 12 проценчӗ.

Евгений Кузнецов юрăç та Сӗнтӗрвăрри районӗнчи хăй ялӗн депутатне тухайман. Ăна хирӗç вырăнти шкул директорӗн кандидатурине тăратнă пулнă. Администартивлă ресурс çӗнтернӗ. Артистсене çитес суйлавсенче ăнăçу сунатпăр.

Çав вăхăтра Кострома облаçӗнчи пӗр ялта поселени пуçлăхӗн суйлавӗнче уборщица çӗнтернӗ. Суйлавсем альтернативăллă пулмалла пирки, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ (пӗр кандидат хăй, паллах) бюллетеньри тепӗр кандиăдатура пулма сельсовет çуртӗнче урай çăвакан Марина Угодскаяна ӳкӗте кӗртнӗ. Анчах та суйлавра ял пуçлăхӗ Николай Локтевшăн 46 çын сасăланă, урай çăвакан Марина Угодскаяшăн – 84.

Çапла майпа поселенин хальхи вăхăтра пуçне хыçса ларакан малтанхи пуçлăхӗн хăрушă тӗлӗкӗнче те тӗлленмен сценарий пурнăçа кӗнӗ. Çӗнӗ пуçлăх сăмахӗсемпе, вăл малтанхи пуçлăха пулăшас тӗллевпе кăна суйлава хутшăннă. Вăл ял хутлăхне миçе ял кӗнине те пӗлмест иккен. 

«Эпӗ маншăн сасăлаççӗ тесе шутламан, кӗтмен ӗç-пуç кун пек çаврăнса тухасса. Эпӗ мала тухас тесе нимӗн те тумарăм, çынсем хăйсем килсе сасăланă, – тенӗ суйлав çӗнтерӳçи. – Эпӗ тăватă çул урай çурăм. Октябрӗн пӗрремӗшӗнче должноçа лармалла. Унта мӗн ӗçлемеллине пачах та пӗлместӗп. Документсем те алăра тытса курман.»

Кун пекки те пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев