Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОВИД-ЧАРУСЕМ ÇУРКУННЕЧЧЕН ТĂСĂЛМА ПУЛТАРАÇÇӖ

Хальхи вăхăтра республикăри лару-тăрăва çăмăл теме çук. Чирлекенсен шучӗ юлашки эрнере 37 процента ӳснӗ. Covid-19-па чирлессин ӳсӗмӗ ОРВИ чирӗсен сезонӗпе пӗр вăхăта килни çинчен манмалла мар. Çакăн çинчен журналистсемпе йӗркеленӗ пресс-конференцире ТР тӗп санитари врачӗ Марина Патяшина пӗлтерчӗ. Унпа пӗрле журналистсемпе Коронавируспа кӗрешекен оперативлă штаб ертӳçи, ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов, ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Альмир Абашев тата ытти чиновниксем тӗл пулчӗç. Марина Патяшина сăмахӗсемпе, грипран вакцинаци тăвас темпсем пӗчӗк мар пулсан та, иртнӗ эрнере кăна 25 788 çын ОРВИпе чирленӗ. Пуçлăхсене, ытти регионсемпе танлаштарсан, Тутарстанри 60-тан иртнӗ çынсем вакцинаци тума васкаманни пăшăрхантарать, çав вăхăтра граждансен çак категорийӗ пуринчен те ытларах коронавирусран чирлет, вилет. Хăрушă чирпе больницăра выртакан е килте сипленекен кашни 4-мӗш çын – пенсионер. Çавăнпа Тутарстанра 65 çултан аслăрах вакцинаци туман çынсен изоляцине кӗртнӗ те.    

Пуçлăхсене Тутарстанра 60-тан иртнӗ çынсем вакцинаци тума васкаманни пăшăрхантарать

Хальхи вăхăтра республикăри лару-тăрăва çăмăл теме çук. Чирлекенсен шучӗ юлашки эрнере 37 процента ӳснӗ. Covid-19-па чирлессин ӳсӗмӗ ОРВИ чирӗсен сезонӗпе пӗр вăхăта килни çинчен манмалла мар. Çакăн çинчен журналистсемпе йӗркеленӗ пресс-конференцире ТР тӗп санитари врачӗ Марина Патяшина пӗлтерчӗ. Унпа пӗрле журналистсемпе Коронавируспа кӗрешекен оперативлă штаб ертӳçи, ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов, ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Альмир Абашев тата ытти чиновниксем тӗл пулчӗç.

Марина Патяшина сăмахӗсемпе, грипран вакцинаци тăвас темпсем пӗчӗк мар пулсан та, иртнӗ эрнере кăна 25 788 çын ОРВИпе чирленӗ.
Пуçлăхсене, ытти регионсемпе танлаштарсан, Тутарстанри 60-тан иртнӗ çынсем вакцинаци тума васкаманни пăшăрхантарать, çав вăхăтра граждансен çак категорийӗ пуринчен те ытларах коронавирусран чирлет, вилет. Хăрушă чирпе больницăра выртакан е килте сипленекен кашни 4-мӗш çын – пенсионер. Çавăнпа Тутарстанра 65 çултан аслăрах вакцинаци туман çынсен изоляцине кӗртнӗ те.    
Чарусене кӗртнипе республикăри нумай функциллӗ центрсен ӗçӗ ӳснӗ, вӗсем ноябрь уявӗсем вăхăтӗнче те ӗçлӗç. Вакцинаци иртнӗ çынсем часрах куар-кочӗсене илесшӗн. Палăртса хăвармалла, ноябрӗн 4,6,7-мӗшӗсенче нумай функциллӗ центрсем пӗр услугăпа çеç тивӗçтерӗç – ЕСИАра учет записьне çирӗплетессипе тата куар-кодлă сертификатсене пичетлесе кăларассипе. Ноябрӗн 5-мӗшӗнче МФЦра мӗнпур услугăна илме май пулӗ, ӗç вăхăчӗ кăна пӗр сехете кӗскелет.  
ТР сывлăх сыхлав министрӗн пӗрремӗш çумӗн Альмир Абашевăн сăмахӗсемпе, Тутарстанра тата икӗ ковид-госпиталь уçма хатӗр.
– Паянхи куна медицина организацийӗсем хăйсен максимумӗнче ӗçлеççӗ. Эпир хушма ковид-госпитальсене уçас тӗлӗшпе резервсем хатӗрлетпӗр. Паян унашкаллисем республикăра 57, тата иккӗшӗ резервра пулаççӗ, – тесе палăртрӗ спикер.
Хушма ковид-госпитальсене хальхи вăхăтра кислородпа тивӗçтереççӗ, часах вӗсем чирлисене йышăнма пултарӗç. Пурӗ республикăри сывлăх сыхлав системи коронавируспа чирлисем валли 7,1 пин койка хатӗрленӗ.
Медиксене вакцинаци темпӗсем ӳсни савăнтарать. Тутарстанра 1 миллион ытла çын вакцинăн иккӗмӗш компонентне тутарнă ӗнтӗ. Ку вăл планăн 58 проценчӗ. Юлашки талăкра 28210 çын ковидран вакцинаци тутарнă.  
Альмир Абашева «Сувар» хаçат журналисчӗ те ыйту пачӗ: «Вакцинаци темпӗсем малашне те çакнашкалах пысăк пулсан, хăш вăхăта эпир плана тултаратпăр?»
– Кун пек темпсемпе вакцинаци 2021 çулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче вӗçленмелле, – пулчӗ хурав.
Лейла Фазлеева сăмахӗсемпе, вакцинаци тума юраман çынсем çаплипех ӗçе çӳрӗç, анчах та вӗсен ӗç вырăнӗнче санитарипе гигиена йӗркисене çирӗп пăхăнмалла пулать. Сăлтавсăр вакцинаци тума килӗшменнисене вара ӗçе кӗртмелле мар.
Журналистсем чиновниксене нумай ыйту пачӗç, тӗслӗхрен: «Спутник-лайт» вакцинăпа прививка тусан куар-код илме пулать-и?»
 Ку ыйту çине Марина Патяшина çапла хуравларӗ:
– Пӗр хутчен вакцинаци тунипе организмра коронавирусран антителасем йӗркеленмеççӗ. «Спутник-лайт» вăл ревакцинаци тăвакансем е коронавируспа чирлесе ирттернӗ çынсем валли, мӗншӗн тесен вӗсен антителасем пур, шутне кăна ӳстермелле.
ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов доброволецсен «Помощь рядом – Пулăшу юнашар» юхăмӗ çӗнӗрен ӗçлеме тытăнни çинчен пӗлтерчӗ. Хусанта, Çырчаллинче, Лениногорскра 150 яхăн çамрăк аслă çулти çынсене QR-кодсене илсе пичетлесе кăларма пулăшӗç. «Помощь рядом – Пулăшу юнашар» юхăмсăр пуçне ыркăмăллăх ӗçне студент отрячӗсем тата çамрăксен обществăлла организацийӗсем кӗрӗшнӗ. Волонтерсем тутарстансене телефонпа консультаци параççӗ, тӗслӗхрен, 122 номерпе. Унсăр пуçне вӗсем ватă çынсене МФЦ офисӗсем патӗнче пулăшу кӳреççӗ, вӗсене ятарлă экипировкăран палласа илме пулать. Министр палăртнă тăрăх, пулăшу ыйтакансен персоналлă даннăйӗсемпе ӗçлеме çамрăксен представителӗсен полномочи çук.

Константин МАЛЫШЕВ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус