Сувар

Ковид-чарусем Тутарстанра 2022 çулхи çуркуннечен тăсăлма пултараççӗ

Марина Патяшина сăмахӗсемпе, грипран вакцинаци тăвас темпсем пӗчӗк мар пулсан та, иртнӗ эрнере кăна 25 788 çын ОРВИ-пе чирленӗ.

Хальхи вăхăтра республикăри лару-тăрăва çăмăл теме çук. Чирлекенсен шучӗ юлашки эрнере 37 процента ӳснӗ. Covid-19-па чирлессин ӳсӗмӗ ОРВИ чирӗсен сезонӗпе пӗр вăхăта килни çинчен манмалла мар. Çакăн çинчен журналистсемпе йӗркеленӗ пресс-конференцире ТР тӗп санитари врачӗ Марина Патяшина пӗлтерчӗ.  Унпа пӗрле журналистсемпе Коронавируспа кӗрешекен оперативлă штаб ертӳçи, ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов, ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Альмир Абашев тата ытти чиновниксем тӗлпулчӗç.

Марина Патяшина сăмахӗсемпе, грипран вакцинаци тăвас темпсем пӗчӗк мар пулсан та, иртнӗ эрнере кăна 25 788 çын ОРВИ-пе чирленӗ.

Пуçлăхсене, ытти регионсемпе танлаштарсан, Тутарстанри 60-тан иртнӗ çынсем вакцинаци тума васкаманни пăшăрхантарать, çав вăхăтра граждансен çак категорийӗ пуринчен те ытларах коронавирусран чирлет, вилет. Хăрушă чирпе больницара выртакан е килте сипленекен кашни 4-мӗш çын – пенсионер. Çавăнпа Тутарстанра 65 çултан аслăрах вакцинаци туман çынсенe изоляцине кӗртнӗ те.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: